Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Теветкеллĕ, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмлă

Теветкеллĕ, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмлă

Чăваш ĕлĕкрен: «Лайăх хĕре ялтан кăлармаççĕ», – тенĕ. Тĕмерти Козловсен сăпайлă та стайлă Эльза хĕрне те ял каччи Валерий Германов пĕрре курсах килĕштернĕ те, урăх куçран вĕçертмен…

Эльзăн ашшĕ – Алексей Илларионович – таврари паллă механизатор, амăшĕ те – Александра Апполинаровна ĕмĕрĕпех сывлăх сыхлавĕн ĕçĕнче тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăран, ял-йыш хисепĕпе пархатарне тивĕçнĕ. Вĕсем хăйсен хĕрне чăвашра мар, вырăссем хушшинче те сайра тĕл пулакан, авалхи еврейсен йăх-несĕлĕсенчен куçнă çак илемлĕ ята ахальтен хуман пулинех. Мĕншĕн тесен Эльза ятăн пĕлтерĕшĕ тĕлĕнмелле анлă, вăл Турра хисеплекен, сума сăвакан тенипе танлашать. Ашшĕпе амăшĕ хăйсен пĕрремĕш чун тĕпренчĕкне Турă хушнă пек пурăнма пархатарлă кун-çул пилленĕ пекех пулнă мар-и;

Валерий Германовпа мăшăр пулма та ăна шăпа пÿрнĕ пекех. Вĕсем иккĕшĕ те кăрлач уйăхĕн пуçламăш кунĕсенче çуралнă. Хĕллехи шартлама сивĕ вăхăтра çут тĕнчене килекенсем вара йывăрлăхсенчен хăраман, çирĕп кăмăл-туйăмлă, тăрăшуллă, ĕçчен пулнипе палăрса тăраççĕ. Германовсем шăпах çавăн пек çынсем – çÿпçипе хупăлчи пекех. Апла пулин те çуртра арçын хуçа. Унăн çирĕп сăмахне çемьере яланах малти вырăна хураççĕ. Çав вăхăтрах Валерий Иванович производство ĕçĕн пултаруллă ертÿçи те.

Килĕшÿллĕ мăшăр, нумай çул пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе пурăнакан Германовсем ĕçре те ялан пĕрле. Эльза Алексеевна мăшăрĕ ертсе пыракан «Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕнче уй-хир ĕçĕсене йĕркелесе пырать – агроном. Мăшăрĕн хÿттинче пулас тесе килмен вăл кунта. Эльза ун пек хĕрарăм та мар. Пачах тепĕр майлă, теветкеллĕскер, иксĕлми вăй-халлă пулнипе палăрса тăраканскер, çак яваплă ĕçре хăйне тĕрĕслеме тĕв тытнă. Çур аки, вырма ĕçĕсене хатĕрленнĕ чухне татса памалли çивĕч ыйтусем, кунĕ-кунĕпе киле таврăнмасăр уй-хирте пулма тивни те хăратман ăна. Кĕске вăхăтра хуçалăхра ĕçлекенсен хисепне çĕнсе илме пултарни вара уншăн чи кирли пулнă. Эльза Алексеевна агроном пулса ĕçлеме тытăнни 10 çул иртнĕ. Çак хавхалану кашни кунхи ĕçре хастарлă, мал ĕмĕтлĕ пулма хистет. Хальхи вăхăтра ун пирки нумайăшĕ: «Ĕçе йĕркелеме пĕлекен, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пултаракан специалист», – тесе хаклани те нумаййи çинчен калать, паллах.

…Хальлĕхе уй-хир канать, вăл шурă кавирпе витĕннĕ пулин те, черетлĕ çур акири ĕç планĕ, пĕтĕмĕшле илсен, паллă ĕнтĕ. Тĕп тĕллев – çĕр лаптăкĕсемпе тухăçлă усă курасси. Иртнĕ çул пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăтам тухăçĕ, кĕлет виçипе шутласан, 35 центнерпа танлашнă. Выльăх апачĕ валли уйăрнă культурăсем те тухăçлă çитĕннĕ. Эльза Алексеевна шучĕпе, çакă – чикĕ мар, тата ытларах тыр-пул алла илмелли майсемпе усă курмалла. Çакна шута илсе кăçал элита репродукцири вăрлăхсене кирлĕ чухлĕ туянмалла. Çакна та асран кăлармалла мар: пусă çаврăнăшне кирлĕ пек йĕркелесе пыни те тухăç илесси çине пысăк витĕм кÿрет.

Эльза Алексеевна пирки сăмах хушнă май, кулленхи ĕçре ялан унпа юнашар утакан мăшăрĕ пирки каламалли те тупăнсах пырать. Валерий Германова 1984 çулта 7 ялтан тăракан «Знамя» колхозăн 1-мĕш комплекслă бригадăн бригадирĕ пулма уйăрса лартнă. 1989-1992 çулсенче Тĕмерти «Труд» ЯХПКра тĕп агрономра, 1992-1998 çулсенче Çирĕклĕ Шăхаль ял администрацийĕн çĕр йĕркелÿçинче ĕçленĕ. 1998 çулта «Труд» ЯХПК председательне суйланă. Паянхи кунчченех çак ĕçре тăрăшать вăл.

Валерий Германовăн пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсенчен пĕри вăл – Тĕмерте вăрман тăрăхĕсем лартса çитĕнтерни. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче вăл Канаш-Елчĕк çулĕсен хĕрринчен пуçласа Хашлак çырми тăрăх пысăк лаптăк çинче тĕрлĕ йывăçсем нумай ларттарнă. «Труд» хуçалăха ертсе пыма тытăнсан вăл тыр-пул начар пулакан Сартас тăрăхĕнче ял çыннисен, шкул ачисен вăйĕпе çулсерен хырпа чăрăш, ытти йывăçсем лартассине йĕркеленĕ. Валерий Иванович пĕр вăхăтрах районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ те. Вăл тăрăшнипе Тĕмер ялĕн урамĕсене çĕр хăпартса вак чул сарассипе çак çулсенче нумай ĕç туса ирттернĕ.

– Пурнăç çулĕ мĕнле йĕркеленесси хĕрарăмран пит нумай килет. Мăшăр ăнланакан, кирлĕ вăхăтра пулăшма, хавхалантарма та пултаракан çын пулни йывăр лару-тăрура та тĕрĕс йышăнусем тума пулăшнине çулсем иртнĕ май, пушшех, лайăх ăнланакан пулса çитрĕм. Турра тав тăватăп, Эльзăпа пĕрле пулма шăпа пÿрнĕшĕн, – чун-чĕрине уçса калаçрĕ Валерий Иванович.

Çакна вăл ыт ахальтен каламастех. Çывăх çыннисем анчах мар, ялти нумай çын ун пирки: «Чун-чĕрене çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнелекен, теветкеллĕ, йывăр вăхăтра пулăшу аллине тăсса пама ÿркенмен хĕрарăм», – тенине пĕрре анчах мар илтме тÿр килнĕ.

Ĕçре нумай вăхăт ирттерме тивет пулин те Эльза Алексеевна килти хуçалăхри кашни кунхи ĕçе те тĕм тĕкĕр пурнăçлама ĕлкĕрнинчен те нумайăшĕ тĕлĕнеççĕ. «Вут кайăкĕ пек», – теççĕ ун пек çынсем пирки. Таса, тирпейлĕ хĕрарăм апат-çимĕç ăсти те. Шупашкарта пурăнакан Мария хĕрĕ çемйипе канмалли тата уяв кунĕсене яла килнĕ вăхăтра тутлă апат-çимĕçне нихçанхинчен те ытларах хатĕрлет – юман сĕтел ури авăнать. Юратнă мăнукĕсем – Виктория тата Валерия уйрăмах кукăль-пÿремече пит кăмăлласа астивни кукамăшне тата савăнтарать, хавхалантарать.

Эльза Алексеевна хаваслă, уçă кăмăллă хĕрарăм. Вăл пĕлмен юрă пур-ши тата; Уйрăмах Фарида репертуарĕнчи юрра-кĕвве кăмăллать: «Васкаса утатăп эп уй тăрăх…»

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code