Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > «Земство учителĕ» программа

«Земство учителĕ» программа

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре «Земство учителĕ» программа ĕçе кĕнĕ.

Яла, рабочисен поселокне е 50 пинрен сахалтарах çын пурăнакан хула евĕрлĕ поселоксене ĕçлеме кайнăшăн учительсене пĕр хутчен компенсаци тÿлевĕпе тивĕçтереççĕ. Вăл 1 миллион тенкĕпе танлашать.

«Земство учителĕ» программăна 55 çул тултарман учительсем хутшăнма пултараççĕ. Çакна валли «учитель» вакантлă должноçа йышăнма заявкăпа вĕренÿ организацине тухмалла тата конкурс суйлавĕ валли хатĕрленĕ документсен пуххине регион операторĕ патне çитермелле. Заявкăсене кăçалхи апрелĕн 15-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

«Земство учителĕн» программăн официаллă порталĕ ĕçлет.

Каласа хăвармалла, «Земство учителĕ» программăна РФ Президенчĕ Владимир Путин пуçарнă. Вăл хăйĕн шухăшне 2019 çулта Федераци Канашне тухнă Çырура палăртнăччĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code