РФ Патшалăх Думи 2019 çулхи декабрь уйăхĕнче хĕрлĕ эрех тумалли иçĕм çырлипе материалсенчен, иçĕм çырлипе улма-çырларан хатĕрлекен ăсларан акциз тытасси, алкоголь продукцийĕн хăш-пĕр тĕсĕнчен, çав шутра хĕрлĕ эрехпе сăран, акциз ставкине ÿстересси çинчен саккун йышăннă.
Вăл кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнипе çур литр шурă эрехĕн чи пĕчĕк хакĕ 230 тенкĕ, коньяк 433 тенкĕ, бренди 315 тенкĕ тăраççĕ.
Суту-илÿ организацийĕсен патшалăх çирĕплетнĕ çак хаксенчен йÿнĕрех сутма юрамасть.