Аслă Таяпари тĕп шкулта районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен «Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ май урок тулашĕнчи ĕçе йĕркелесси» семинарĕ иртнĕ.
Кунта педагогсен «Хамăрăн несĕлĕмĕрсен чĕлхине вĕрентекенĕ» конкурс пĕтĕмлетĕвне пăхса тухнă. «Автор сăвви», «Вокал», «Эссе», «Методика енчен урока тĕрĕс йĕркелесси», «Класс тулашĕнче мероприяти ирттересси» номинацисенче, «Уяв сценарийĕ», «Проект ĕçĕ», «Презентацисем» пайсенче Г.Каринкина, А.Портнова, Н.Левая, Н.Кузнецова, Г.Малова, Н.Кушманова, Г.Веникова, В.Воронова çĕнтернĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене шкул директорĕ В.Малов Хисеп хучĕсем парса чысланă.
Аслă Таяпари Г.Малова чăваш чĕлхипе патшалăх пĕтĕмлетÿ аттестацине хатĕрленесси, пĕрлехи экзаменăн кăçалхи улшăнăвĕсем çинчен чарăнса тăнă, М.Кузнецова хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарнă.