Патреккелти культура çуртĕнче «Хавхалану çăл куçĕсем» смотр-конкурс иртрĕ. Кăçал ăна Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул тата Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă.
Çĕнтерÿ кунĕ – истори уявĕсенчен чи пĕлтерĕшли. Çулсем иртнĕçемĕн унăн чапĕ ÿссе те ÿссе пырать. Çак пысăк мероприятие тыл ĕçченĕсене, хĕрÿ точкăсенче çапăçнă ветерансене йыхравлани уява илемлетрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин вăрçă вăхăтĕнче тăрăшса ĕçленĕ тыл ветеранĕсене – Л.Доброхотовăна, Л.Скворцовăна, Н.Семеновăна, Р.Молоствовăна, О.Петровăна, М.Плотникова «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул» юбилей медальне парса чысларĕ.
– Хаяр вăрçă çулăмĕ кашни çемьенех пырса тивнĕ. Яла юлнă хĕрарăмсемпе ватăсем, ача-пăча Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Сирĕн паттăрлăхăр, хастар ĕçĕр нихăçан та манăçа тухмĕ, вăл ĕмĕрсем тăршшĕпе сыхланса юлса çĕнĕ ăрусен асĕнче упранĕ, – палăртрĕ Николай Петрович çирĕп вăй-халлă пулма, яланах çутă ĕмĕтпе пурăнма суннă май.
Салам сăмахĕсем çумне Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Смирнова, «Прогресс» АХО директорĕ Петр Скворцов хутшăнчĕç. Петр Арсентьевич тăван хуçалăха мала ярассишĕн вăй-халне хĕрхенмесĕр тăрăшнă ĕç ветеранĕсене пысăк тав сăмахĕ каларĕ.
Концерт программине Патреккел халăх хорĕ уçрĕ. Патреккел, Тÿскел, Ĕнел ялĕсенчи культура çурчĕсен çумĕнчи ушкăнсем юрă-ташă, пĕчĕк сценкăсем урлă халăхăн вăрçă çулĕсенчи паттăрлăхĕпе хастарлăхне сăнарларĕç.
Е.ПЕТРОВА.