Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тачă çыхăнса ĕçлесен

Тачă çыхăнса ĕçлесен

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва тишкернĕ, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тунă.

Малтанах Николай Петрович Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхне Алина Смирновăна регионти «Чăваш ен çутисем» конкурса активлă хутшăннăшăн Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министерствин Тав хучĕпе чысларĕ.

Райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина хăй ертсе пыракан коллективăн 2019 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Çулталăка укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусен тĕлĕшĕпе ăнăçлă вĕçленине шута илсен, финансистсем, вĕсем саккăрăн, кал-кал, тăрăшса ĕçлени куç кĕрет. Тĕп цифра та çакнах çирĕплетет: иртнĕ çул районăн пĕрлештернĕ бюджетне налук тата налук мар тупăш 93 миллион та 526,50 пин тенкĕ /102,6 процент/ пырса кĕнĕ. 2018 çулхинчен çакă 5,5 процент ытларах.

Налук политикине çирĕп йĕркелесе пыракан коллектив 361 муниципаллă право акчĕ хатĕрленĕ, 50 финанс операцийĕ йĕркеленĕ, пырса кĕнĕ 725 çырăва тишкерсе хурав панă…

Физкультурăпа спорт тытăмĕнче те иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç. Ку тĕлĕшпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсем еплерех ĕçленĕ-ха; «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕн инструктор-методисчĕ Петр Смирнов тунă отчет тăрăх – тĕрлĕрен. Спартакиадăра пĕлтĕр ăмăртусене спортăн 12 тĕсĕпе йĕркеленĕ, кăçал тата иккĕ хутшăннă. Тивĕçлĕ балсем пуçтарса Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ 1-мĕш вырăна тухнă, Елчĕксемпе Курнавăшсем – иккĕмĕшпе виççĕмĕш. Çав вăхăтрах Аслă Таяпасем зачета кĕрекен 7 ăмăртăва, Аслă Пăла Тимешсем 5-шне хутшăнман. Паллах, районти тата ытти çÿлти шайри спорт тупăшăвĕсенче кирлĕ тÿпе хывас тесен вырăнсенче массăлăха ÿстермелле, сывă пурнăç йĕркипе пурăнассине кулленхи хăнăхăва кĕртмелле. 2019 çулта пирĕн атлетсем çитĕннисем хушшинче республикăри 36 ăмăртăва хутшăннă, районта 24 ирттернĕ. Çавăн пекех спонсорсен пулăшăвĕпе йĕркеленисем – 12. 9 спорт мастерĕн кандидачĕ, пĕрремĕш разрядлă 15 спортсмен, 2-3-мĕш разрядлисене 1794 хатĕрленĕ. Çакна та палăртма кăмăллă: пирĕн ентешсенчен 80-шĕ Чăваш Ен, 14-шĕ Раççейĕн пĕрлештернĕ командисен йышĕнче тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнаççĕ…

Канашлура ытти ыйтусене те хускатнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code