Хаклӑ ентешӗмӗрсем!
Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен хисеплӗ ҫар ҫыннисемпе ветеранӗсем!
Сире Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Ҫак уяв Раҫҫей салтакӗн чысӗпе хӑюлӑхне, тӳсӗмлӗхӗпе паттӑрлӑхне сӑнарлать.
Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн ӗҫлессинчен, унӑн наци интересӗсене хӳтӗлессинчен сумлӑрах тата пархатарлӑрах ӗҫ урӑх ҫук. Хӑть хӑш саманара та ҫарпа флот Раҫҫейӗн ҫирӗп тӗревӗ пулнӑ, патриотизм тата ҫар тивӗҫне чунтан парӑнни пирӗн халӑхӑн нихӑҫан улшӑнми хаклӑхӗсем шутланаҫҫӗ.
Кӑҫал чаплӑ пулӑма – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи Ҫӗнтерӳ 75 ҫул тултарнине уявлатпӑр. Эпир ветерансен паттӑрлӑхӗ умӗнче пуҫӑмӑра таятпӑр, пирӗн сӑваплӑ тивӗҫ – ҫапӑҫу хирӗсенче Тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫса пуҫӗсене хунӑ паттӑрсене ӗмӗр-ӗмӗр асра тытасси.
Иртнӗ кун-ҫул тапхӑрӗсем пире мирлӗ пурнӑҫа хаклама тата упрама вӗрентеҫҫӗ. Ҫар тумӗллӗ кашни ҫыншӑнах паян ҫӗршыври тӑнӑҫлӑхран тата унта пурӑнакан ҫынсен ырлӑхӗнчен хаклӑраххи нимӗн те ҫук.
Раҫҫей умӗнчи тивӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа, ӑна чунтан парӑнса пурнӑҫлакан, аслӑ патшалӑхӑмӑрӑн мухтавӗпе хӑватлӑхне ӳстерсе пыракан мӗнпур ҫынна тав тӑватӑп.
Сире тата сирӗн ҫемйӗрсене тӑнӑҫлӑх, пӗтӗм лайӑххине тата телей сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн
тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев
Дорогие земляки!
Уважаемые военнослужащие и ветераны Вооруженных Сил Российской Федерации!
От всей души поздравляю вас с Днем защитника Отечества!
Этот праздник олицетворяет честь, доблесть, стойкость и отвагу российского воина.
Нет более почетной миссии и благороднее призвания, чем служить Родине, отстаивать ее национальные интересы. Во все времена армия и флот были твердым оплотом России, а патриотизм и верность воинскому долгу являлись непреходящими ценностями нашего народа.
В этом году мы отмечаем знаменательную дату – 75 лет со Дня Победы в Великой Отечественной войне. Мы преклоняемся перед подвигами ветеранов, наш святой долг – сохранить память о героях, сложивших головы на полях сражений во имя Родины.
Уроки прошлого учат нас ценить и беречь мир. Для каждого, кто сегодня носит военную форму, нет ничего важнее, чем мир в родной стране и благополучие соотечественников.
Благодарю всех, кто честно и преданно служит России, укрепляет славу и мощь нашего великого государства.
Желаю крепкого здоровья, мира, добра и счастья вам и вашим семьям!
Временно исполняющий обязанности
Главы Чувашской Республики Олег Николаев