Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Таланчĕпе мухтанатпăр

Таланчĕпе мухтанатпăр

Пурăннă пулсан нарăсăн 26-мĕшĕнче паллă çыравçă, пултаруллă поэт, ăста ÿнерçĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Тăван Атăл» журналăн тата чăваш тавра пĕлÿçисен Алексей Милли ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ В.Сидоров-Эктел 70 çул тултармаллаччĕ…

Вася çамрăклах ашшĕ-амăшне килти хуçалăхра пулăшма хăнăхса пынă. 6-7 çулта чухнех вĕсен, Петя пиччĕшĕпе Васьăн, уйрăмах пахчара, нумай ĕçлеме тивнĕ. Тарăн çырма хĕрринчи пахчара вĕсем çĕрулмисĕр пуçне тĕрлĕ çимĕç çитĕнтернĕ. Вĕсене шăварма пахчаран 100-150 метрта вырнаçнă пĕверен вун-вун витре шыв йăтнă. Мĕн чухлĕ йăрана çум курăкран тасатман пуль тата. Ашшĕ, Лаш Таяпари вăтам шкул учителĕ П.В.Сидоров, ун чухне вырăнти «Слава» колхозăн сад пахчине пăхса тăнă тата унта утарта ĕçленĕ. Çавна май каникул кунĕсенче Петьăпа Вася яланах унта ашшĕне пулăшма çÿренĕ, спортпа туслашнă.

1958 çулхи кăрлач уйăхĕнче аслăрах юлташĕсем чăнкă çыранра юр купаласа хăйне евĕрлĕ трамплин тунă, унтан кам инçерех сикессипе ăмăртма пуçланă. Вася вара пĕррехинче çичĕ метра яхăнах сиксе ыттисене тĕлĕнтерме пултарать, анчах та йĕлтĕрĕсем хĕресленсе кайнине пула питĕ мелсĕр ÿксе сылтăм урине хуçса пăрахать. Больницăран кăларсан та Васьăн килте пĕр уйăх ытла гипспа выртма тивнĕ. Шăпах çав вăхăтра, кравать çинче йăваланнă май, ача-пăча сăввисем çырма пуçланă та пулас поэт. Картинăсем ÿкересси çине те пысăк тимлĕх уйăрнă вăл. Ăна çав çулсенче вĕсен шкулĕнче чăваш литературине вĕрентекен Р.Чепунов асăрханă, литература кружокне çÿреме сĕннĕ, кирлĕ сĕнÿсемпе пĕлĕвне ÿстерсе çырма хăнăхтарнă. Çавна пулах Василин пĕрремĕш сăввисем районти «Колхоз ялавĕ» /халĕ – «Елчĕк ен»/ хаçатра пичетленме пуçланă. 1966 çулта вара унăн темиçе сăввине республикăри «Пионер сасси» хаçатра кăларнă. Çав çулах шкулти стена хаçачĕн художникĕ, 10-мĕш класра вĕренекен В.Сидоров хăйĕн карикатурăллă ÿкерчĕкне «Капкăн» журнала ярса панă.

Ахальтен мар ĕнтĕ вăл 11 класс пĕтерсенех Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетне вĕренме кĕнĕ. Унăн чи юратнă поэчĕсенчен тата художникĕсенчен пĕри вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ К.Иванов пулнă. Хăйĕн диплом ĕçне вăл «Нарспири» çăл умĕнчи сыпăка аса илсе РСФСР халăх художникĕ Н.Овчинников профессор ертсе пынипе «Пусă умĕнче» картина ÿкернĕ. Экзамен комиссийĕнче ăна «5» паллăпа хакланă. Василий институтра вĕреннĕ вăхăтра Чăваш патшалăх университетĕнче «Çилçунат» литература пĕрлешĕвĕ лайăх ĕçленĕ, каччă унта çÿренĕ. Çамрăк поэтсенчен ытларахăшĕ – Раиса Сарпи, Любовь Мартьянова, Любовь Федорова, Афалек Энтепе тата ыттисем те – шăпах çакăнта вĕреннĕ. Василий яланах вĕсемпе туслă пулнă, хăйĕн сăввисене çулленех «Çеçпĕл çеçкисем» сборникре пичетленĕ. 1970 çулта вăл çамрăк поэтсен республикăри конкурсĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă. Педагогика институтне пĕтернĕ хыççăн В.Сидоров Узбекистанри Наманган хулине ĕçлеме кайма килĕшнĕ. Кунта 2 çула яхăн политехника техникумĕнче черчени тата рисовани вĕрентнĕ. Унтах ăна Совет Çарне илнĕ. Çулталăк çурă хĕсметре пулнă хыççăн тăван ене таврăнать, архитекторта ĕçлеме пуçлать. Çав тапхăртах Мускаври М.Горький ячĕллĕ литература институтне вĕренме кĕрет. Василий Эктел ятпа сăввисене Мускаври хаçат-журналта, «Молодая гвардия» тата «Современник» издательствăсем кăларакан альманахсемпе сборниксенче пичетлеме мехел çитерет.

1979 çулта, чăваш литературинче самаях палăрнăскер, çемйипе Шупашкара куçса килет, чăваш телевиденийĕнче корреспондентра ĕçлеме пикенет. Çĕнĕ хыпарсен кăларăмĕсене хатĕрлес тĕллевпе тăтăшах республикăн тĕрлĕ кĕтесне тухса çÿрет, халăха кăсăклантаракан кăларăмсем хатĕрлет.

Унăн ача-пăча валли çырнă сăввисен 1-мĕш кĕнеки «Тĕлĕнтермĕшсем» ятпа Чăваш кĕнеке издательствинче 1982 çулта кун çути курнă. Çавăн хыççăн В.Эктел кĕске вăхăтрах тата 3 кĕнеке кăларма пултарнă: «Иртнĕ кун çути», «Çĕре тăнлатăп» тата «Чи хитри». 1988 çулта ăна СССР писателĕсен союзне йышăннă. Çав çулах Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер Василие «Ялав» журналăн илемлĕх редакторĕнче ĕçлеме сĕнет. 90-мĕш çулсенче ăна проза ярса илет, 1994 çулта унăн çĕнетÿ тапхăрĕнчи йывăр тата пăтрашуллă пурнăçа сăнлакан «Шавкăн» романĕ пичетрен тухать. Сăввисен çăлкуçĕ те типсе ларман, ăна çак çулсенче Мускавра пичетленсе тухнă «Грачиный город» сăвă кĕнеки те çирĕплетсе парать.

1994 çулта В.Эктел «Калем» издательство йĕркеленĕ. 6 çул хушшинче кунта 113 кĕнеке кун çути курнă. Василий Петрович ытларах халĕччен питех палăрса кайман, анчах та пултаруллă, паянхи кун темипе çыракан прозаиксемпе поэтсен хайлавĕсене пичетлеме тăрăшнă.

Издательство йĕркелесе янă хыççăн В.Эктел кану мĕнне пĕлмесĕр ĕçленине палăртать пиччĕшĕ. Юлашки çулсенче вăл калавсемпе эссесем, повеçсем, «Ÿсĕр карап» трагеди тата «Пархатар» роман çырчĕ. Хăйĕн хайлавĕсенче çыравçă вулакан патне тарăн шухăшлавĕпе, паянхи пурнăç тишкерĕвĕпе çитме тăрăшнă. Çавăнпа пурте вĕсем чĕрĕ ÿкерчĕклĕ, витĕмлĕ те ĕнентерÿллĕ. Вăл «Колхоз ялавĕ» хаçатăн чи хастар ялкорĕсенчен пĕри шутланнă.

«Пархатар» роман çырма пуçласан Василий çăмăл автомобиль туянать. Çĕнĕ хайлавăн тĕп геройĕсем Етĕрне тата Элĕк районĕсенче пурăннă, çавна май кашни эрнере тенĕ пекех Сăр тата Мăн Выла тăрăхне кайса килнĕ вăл. 2004 çулхи хура кĕркунне машинине кĕнекесем тултарса Тольяттире тата Нурлат тăрăхĕнче пурăнакан çыравçăсем патне каять. Çак çул çÿреврен таврăннă чухне каçарахпа вĕтĕ пăрпа çумăр çунă, шоссе çулĕ пăрлакланма пуçланă. Итлесшĕнех пулман çавăн пек лару-тăрура сахал опытлă водителе машина. Хусана çитес умĕн «Жигули» пысăк канава çаврăнса ÿкнĕ, аманнă Василий вара унтах çĕр каçнă. Пысăк пăтăрмах хыççăн вăл час-часах чирлеме пуçлать. Иртен пуçласа сĕм каçчен нумай ĕçленине пула канăçне çухатнăскерĕн чĕри хавшама пуçланă, ытти чирсем те хăйсем çинчен систерме пуçлаççĕ. 2005 çулăн 1-мĕш çур çулĕнче тĕп хула больницисенче те 3 хутчен сипленме тивнĕ ун, анчах усси сахалрах пулнă – çурла уйăхĕн варринче вăл яланлăхах куçне хупнă. Хăй ыйтнине шута илсе Василие Лаш Таяпари масарта пытарнă.

1994 çулта Шупашкарта «Елчĕк ен» ентешлĕх – обществăлла организаци йĕркеленĕ. Василий Эктел унăн чи пултаруллă та пуçаруллă хастарĕ пулнă. Тĕрлĕ енлĕ аталаннă чăн-чăн çыравçă, поэт, публицист, литературовед, художник çак ĕçре те маттурлăхĕпе палăрать. 2006 çулта «Елчĕк ен» ентешлĕх, пултаруллă ентеше асра тытса, литературăпа искусствăра палăрнă çамрăксене В.П.Эктел ячĕллĕ преми пама йышăннă. Çак таранччен ăна 11 вĕренекен тивĕçнĕ.

Г.ЕНЕЙКИНА,
Патреккел.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code