Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ĕнер структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура кулленхи ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Кун йĕркинче çирĕплетнĕ пĕрремĕш ыйту Раççей Президенчĕ Владимир Путин çынсене пурнăçри йывăр лару-тăруран тухма май туса парас тĕллевпе çирĕплетнĕ социаллă контракт пирки пулчĕ. Çакăн çинчен социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Ирина Аникина чарăнса тăчĕ. Сăмах май калас пулсан, патшалăхăн социаллă çак пулăшăвне 4 енлĕ тивĕçтереççĕ. Вĕсем: граждансене ĕç шыранă, çĕнĕ профессие алла илнĕ тапхăрта, предприниматель ĕçне пуçарма, куллен кирлĕ таварсене туяннă чухне укçа-тенкĕ уйăрса парасси. Чăваш Енре социаллă контрактсене çирĕплетесси ăнăçлăн пурнăçа кĕрет. Ку чухне Елчĕк районне 7156 пин тенкĕ укçа тивĕçет. Çак укçа-тенкĕпе усă курса районта 76 контракт çирĕплетме палăртнă.
«Спутник-1» ООО директорĕ Юрий Амасев район центрĕнчи шыв пăрăхĕсемпе канализаци тытăмне йĕркелесе пырассин, биологи каяшĕсене тасатакан сооруженин ĕçĕ-хĕлĕ пирки чарăнса тăчĕ. Организаци 2019 çулхи отчетлă тапхăрта халăха пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтернинчен пулнă тупăша 4614 пин тенкĕлĕх шута илнĕ. Анчах пĕтĕмĕшле тăкаксем унтан та ытларах, вăл 4887 пин тенкĕпе танлашнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин усăллă ĕçлес çул-йĕр çине тăрасси, унсăрăн организацин малашлăхĕ тĕтреллĕ курăнни çинчен чарăнса тăчĕ.
МВК «Экоцентр» ОООн клиентсемпе ĕçлекен специалисчĕ Татьяна Адюкова, ытти чухнехи пекех, коммуналлă хытă каяшсене пуçтарнăшăн районта пурăнакансем – пулăшупа усă куракансем тÿлевсемпе вăхăтра татăлма кирли çинчен чарăнса тăчĕ. Регион операторĕ кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмлетнĕ кăтартусем тăрăх хаклас пулсан, ку енĕпе Елчĕк районĕ /85 процент/ хальлĕхе лайăх ĕçлекенсен шутĕнче пулин те район администрацийĕн пуçлăхне Лаш Таяпа /71 процент/ тата Кĕçĕн Таяпа /77 процент/ ял тăрăхĕсенчи кăтартусем тивĕçтермеççĕ.
– Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче /91 процент/ пурăнакансенчен ыттисем мĕнрен каярах пулмалла, – терĕ вăл.
Пулăшу ĕçĕсемшĕн вăхăтра тÿлеменни ырă патне илсе çитерменни, уншăн пуçран шăлманни, паллах. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнчи тÿлев квитанцийĕсене тĕплĕнрех тишкерес пулсан, унта асăрхаттарса çырнине курма пулчĕ: пĕр тăтăш 6 уйăх укçа тÿлеменнисен тĕлĕшпе тĕп тÿлев виçи çумне хушма тÿлев – пени хутшăннă. Парăмпа вăхăтра татăлнинчен лайăххи çук…
Канашлура çурхи шыв-шур тапхăрне инкек-синкексĕр ирттересси, район территорийĕнчи гидротехника сооруженийĕсене сыхласа хăварасси пирки те сăмах пулчĕ. Урăхла пулма та пултараймĕ, мĕншĕн тесен гидротехника сооруженийĕсем кивелсе пынине кура шыв-шур тапхăрĕнче аварисем пулас хăрушлăх тата ÿсет-çке. Апла пулсан тимлĕ пулмалла, сыхлăха ÿстермелле.
Светлана АНАТОЛЬЕВА.