Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕл пулу – аллă çултан

Тĕл пулу – аллă çултан

Шкултан тухсан çур çула та çитейменччĕ – куç курми çил-тăман асса тухрĕ. Ик-виç метртан ним те курăнмасть. Эпир Сахаров Алюшпа çĕлĕк хăлхине антарса çыхнă, çăм алсапа куçа хупăрланă, пуçа çĕклеме çуккине кура ура айне кăна пăхса пыратпăр. Юрать-ха, тинтерех пуль, гусеницăллă трактор иртсе кайнă, çавăн йĕррипе çеç ăçта каймаллине тĕшмĕртсе утатпăр. Унсăрăн çул çинчен пăрăнса аташса кайма та пулать. Çурçĕр хĕвел анăç çилĕ юрпа куçа çапса, питрен чĕпĕтсе ыраттарать, фуфайка витĕр кĕрсе çÿçентерет.

– Ай-уй çуран, çиле хирĕç! Ăçта каятăр капла? – илтĕнчĕ сас.

Шухăша кайнипе-и, çил-тăман тустарнăран курăнманнипе-и — хамăра хирĕç лаша килсе тăнине те асăрхаман.

– Айтăр, ларăр! Каялла хамăрпа лартса каятпăр! – тет пире лав хуçи. – Таçта тем курăр, аташса кайса шăнса вилме те пулать.

Çул айккине пăрăнса тăтăмăр. Вăл вăхăтра эпир, вăтам шкулта вĕренекен вун çиччĕри çамрăксем, вилĕм çинчен шутламан та, ĕненмен те. Пуçра киле панă ĕç тăрать: И.Тургеневăн «Отцы и дети» романĕнчи Базаровăн сăнарне калăпламалла тата стереометринчи каснă пирамидăн калăпăшне шутласа тупмалла. Хĕллехи тĕттĕмпе пырса кĕнĕ яла, ирхи тĕттĕмпех шкула тухса кайнă. Шартлама сивĕ-и е çумăр çăвать, çурхи çутă хĕвеллĕ ир е сÿрĕк çанталăк. Тĕмертен Çĕнĕ Пăва шкулне çичĕ çухрăма кулленех утнă-чупнă. Йĕлтĕрпе, велосипедпа тата çÿренĕ хушăран. Тĕмер, Çуткÿл, Вырăскасси, Аслă тата Кĕçĕн Шăхаль, Турхан, Тăрмăш, Хĕрлĕçыр ачисем 9-10 классенче пĕрле вĕреннĕ. 50 çул иртсе кайрĕ вăтам шкулпа сыв пуллашнăранпа. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çимĕк кунĕ тĕл пулма шутларăмăр. Чылайăшне вунă класс вĕренсе пĕтернĕренпех курман. Çавăнпа та пуль, хăш та пĕри пĕр-пĕрне паллаймасăр та тăтăмăр. Коми Республикинче, Санкт-Петербург, Новосибирск, Владимир, Шупашкар тата ытти хуласенче тĕпленнĕ иккен пĕрле вĕреннĕскерсем.

Тĕл пулу вăхăтĕнче иртнĕ пурнăç майĕпен-майĕпен каялла тухса тăчĕ. Çав шутра, вĕрентекенсем те. Зинаида Васильевна Краснова ертсе пыракан литература урокĕсем манăçмаççĕ. Хăйĕн предметне тарăн пĕлнипе кăна мар, пĕрлех уроксене чун хавалĕпе ирттерни пире хăват паратчĕ. «Тĕрлĕ классиксен произведенийĕсенчи сăнарсене хаклама вĕренни мĕн тума кирлĕ-ши?», – шухăшлаттăмăрччĕ вăл вăхăтсенче. Йывăр пулнă ĕнтĕ малтанхи тапхăрта. Çак паттăрсене хаклама вĕреннĕ май пурнăçа хăнăхнă вĕт эпир. Çак хăнăху шкул хыççăн пире тĕрлĕ коллективра хамăра тытма пулăшнă-çке. Пĕри тÿрех салтак ретне тăнă, тепри студент пулса тăнă, заводсемпе фабрикăсене е тăван колхоза ĕçлеме вырнаçнисем йышлă пулнă. Атте-анне килĕнчен тухса кайсанах хамăр тĕллĕн пурăнма пуçланă вĕт кашни. Шăпах тĕрлĕ шайри çынсемпе хутшăннă вăхăтра кирлĕ пулнă та ĕнтĕ хайлавсен геройĕсен сăнарне сочиненисенче уçса пани. Пĕрле ĕçлекенĕн шухăш-кăмăлне, характерне пĕлме, коллективра пурăнма вĕрентнĕ пире литература урокĕсем.

Елена Ивановна Федотова математика наукине хăй юратнипе пĕрлех çак туйăма пирĕн патăмăра туллин çитеретчĕ. Класри сахал мар ача шкул хыççăн çак предметпа экзамен тытса аслă шкулсене вĕренме кĕчĕ. Класс ертÿçи пулнă май педагог 2 çул кашни ачан нушине пĕлсе-туйса, пурне те ăнланса пулăшса пычĕ. Ачасем çине нихçан та сас хăпартман, анчах та вăл хушнине никам та итлемесĕр тăрайман.

Хĕллехи вăхăтра урара кĕççе пушмак, хамăр çинче фуфайка, пуçра кролик мулахайĕччĕ. Модăраччĕ çак тум ун чухне. Çулла якатса тÿп-тÿрĕ йĕрленĕ шăлавар, хура çăмăл пиншак тăхăннă. Пушмака крем сĕрсе çап-çутă пуличчен щеткăпа якатнă. Кĕсьере икĕ татăк сахăрпа пĕр чĕлĕ çăкăр пулнă – шкулта вĕсене çинипех çырлахнă. Эпир 1969 çулта вуннăмĕш класран вĕренсе тухса кайсан çак çул шкул директорĕ Владимир Гурьевич Федотов тăрăшнипе шкулта райпо çумĕнчи столовăй уçăлнă. Владимир Гурьевич физика урокĕсене ертсе пыратчĕ, çĕнĕ темăсене кăтарту мелĕсемпе усă курса питĕ тĕплĕн уçса паратчĕ.

Аркадий Васильевич Краснов директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕччĕ. Кашни вĕренекенпе пĕр чĕлхе тупма пултаратчĕ вăл, çавăнпах ăна ачасем питĕ юрататчĕç. Лидия Александровна Сорокина директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕччĕ. Вăл туслăха хаклама вĕрентетчĕ. Анатолий Петрович Бурмистров физкультура урокĕсенче выляв вăййисене, Александр Васильевич Веков хăш та пĕр вĕренекенсене çÿллĕшне сикмелли мелсене тĕплĕн хăнăхтаратчĕ. Районти ăмăртусенче унăн вĕренекенĕсем те, хăй те малти вырăнсене йышăнатчĕç. Аркадий Иванович Воробьев – географи, Александра Михайловна Михайлова ?Титова/ хими, Вера Емельяновна Филатова ?Смирнова/ – чăваш литератури, Пелагея Николаевна – нимĕç чĕлхи урокĕсене çÿлти шайра ирттернĕ, шкул вĕренсе пĕтерекенсенчен нумайăшĕ çак предметсемпе малалла вĕреннĕ. Маргарита Докторова лаборантка физика, хими урокĕсенче приборсемпе тивĕçтернĕ, Юрий Бурмистров слесарь ĕçĕсене туса пынă.

Н.С.Хрущев вăхăтĕнче 1958 çулхи декабрьти парти пленумĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн шкул вĕренсе пĕтерекенсен алла пĕрер специальность илсе вĕренсе тухмалла пулнă.

Çавна май вăтам шкулта арçын ачасене машиноведени урокĕ ирттернĕ. Пирĕн шкулта ку урока уйрăм кабинетра А.Турхан ертсе пыратчĕ. Нумай кăтарту хатĕрĕсемпе – трактор тата ытти техникăн запас пайĕсемпе усă курса çĕнĕ темăна ăнлантаратчĕ Алексей Григорьевич. Хăй целинара тырă вырнă чух нуша курнисене каласа паратчĕ. Любовь Васильевна Краснова хĕрсемпе «Животноводство» урокĕ ирттернĕ. Чăн та, вăл вăхăтри шкулсем специальность илни çинчен документ пама хатĕр пулман ĕнтĕ: теорийĕ те, практики те, никĕсĕ те çителĕксĕр.

Пединститутран тин вĕренсе килнĕ Петр Александрович Дмитриев çамрăк учитель истори урокĕсене кăсăклă ирттеретчĕ.Чăн-чăн педант кашни урока тĕрлĕрен галстукпа, пĕр тĕслĕ кĕпепе тата костюмпа килни, çепĕç чĕлхеллĕ пулни пирĕншĕн тĕслĕх пулса тăнă. Раççейĕн историне, тĕнчери лару-тăрăва тĕплĕ пĕлнипе ватăрах вĕрентекенсем хушшинче те авторитетлăччĕ вăл.

Пирĕн вăхăтра Çĕнĕ Пăва шкулĕ районти ытти вăтам шкулсем хушшинче самаях улшăнса тăнă. Çавăнпа та Кармал, Элпуç, Хăвăлçырма, Кÿлпуç, Çирĕклĕ Шăхаль ялĕсенче ?çак шкул 20 е ытларах çухрăмра вырнаçнине пăхмасăрах/ пурăнакансем кунта вĕренме çÿренĕ. Çак шкул стенисем хушшинче тарăн пĕлÿ илнĕ выпускниксем паян республикăри ертсе пыракан органсенче тăрăшаççĕ, вĕсен хушшинче паллă артистсем, ученăйсем, наука докторĕсем, колхозсенче е заводсенче, ытти предприятисенче ĕçлесе тава тивĕçнисем чылай.

Пурне те аса илсе хăвараймăн. Анчах та пиртен 2 çул маларах вĕреннĕ М.Константинова аса илсе хăварас килет. Вăл Шупашкарта иртекен математика олимпиадинче çĕнтерсе шкул ятне çĕклени пысăк чыс кÿнĕ учительсен коллективне. Çак çитĕнÿ хыççăн ăна Вĕрентÿ министерстви Ташкента – Пĕтĕм Союзри олимпиадăна ячĕ. Аслă пĕлÿ илсе аспирантурăран вĕренсе тухсан Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн матанализ кафедрин доцентĕнче нумай çул ĕçлерĕ Михаил Сергеевич.

Ачасене чунтан юратнă пирĕн вĕрентекенсем. Мĕнлерех вăл ачана юратакан учитель? Çакăн пек учитель вĕренекене «5» паллă лартсан унпа пĕрле савăнать, «2» паллă лартсан унпа пĕрле хурланать. «2» паллăна лартмасан та май çук, вăл кутăн ачана яваплă пулма, хушнă ĕçе вăхăтлă пурнăçлама май парать. Çак паллăна лартакан учитель те вĕренекенпе пĕрле кулянать, унăн чĕри хĕсĕнсе илет. Çавăнпа та пуль, учительсен хушшинче чĕре чирĕпе чирлекенсем нумай. Вĕрентекен пулма Турă пани кирлĕ-çке. «Учитель пулма çуралнă», – тесе ахальтен каламаççĕ чылайăшĕн пирки. Вĕрентекен пулма çуралман çын çак çулпа кайсан ăна нимĕнле институт та пулăшаймасть – темиçе диплом илсен те вăл вĕренекене юратма пултараймасть.

Шкул пирки калаçу пуçарнă май яланах тарăн шухăша каятăп. Хальхи тата иртнĕ ĕмĕрти вĕренÿ программисем, ачасен пурнăçĕ, калаçăвĕ тата тыткаларăшĕ питĕ уйрăлса тăраççĕ. Мĕнле улшăнусем пулса иртнĕ-ха 50 çул хушшинче совет шкулĕпе паянхи Раççей шкулĕ хушшинче? Питĕ нумай! «Хальхи çамрăксем пирĕн вăхăтри пек мар», – тесе калама пулать-ши; Чи пĕрремĕш улшăну – ачасем автобуссăр шкула каймаççĕ. Эпĕ маларах асăннă пек, çил-тăман витĕр вĕсем 7-8 çухрăмра ларакан шкула çÿремĕç. Тумĕ те урăхла паянхи шкул ачин. Интернетпа усă курса хушма пĕлÿ илме пулать вĕсен. Вĕренÿ программи те тĕпрен ылмашăннă. Сăмахран, математика урокĕсенче 1-мĕш класрах уравнени шутлаççĕ, аслă классенче кăткăс математика элеменчĕсене тĕпчеççĕ. Пирĕн вăхăтра вырăс литературинче Анна Ахматова, Борис Пастернак, Бэлла Ахмадулина, Михаил Булгаков хайлавĕсене вĕрентмен. Чăваш литературипе паллашма та 1-2 сехет кăна уйăрса панă. Вырăс чĕлхине 5-шер, нимĕç чĕлхине 2-3, математикăна 6-шар сехет уйăрнă. 4-мĕш класра вĕренекенсем «Тĕн культури» предметпа туллин паллашаççĕ. Самана та урăхчĕ иртнĕ ĕмĕрте. Пирĕншĕн чиркÿ алăкĕ хупăччĕ, унта кĕнĕшĕн те пысăк чăрмавсем пулнă шкулта вĕренекенĕн.

Ытти те пăшăрхантарать мана. Пирĕн вăхăтра вăтам пĕлÿ хыççăн та, малалла вĕренсе професси илсен те кирек ăçта та ĕçлеме çул уçă пулнă çамрăкăн. Халĕ вара студентăн аслă шкултан тата ытти вĕренÿ заведенийĕсенчен вĕренсе тухсан ĕçе вырнаçас енĕпе чăрмавсем сиксе тухаççĕ. Ĕç паракансем каварлашнă пек стажсăррисене ĕçе илменнине систерсе алăка сăмса умĕнчех шалт! хупса хураççĕ. Нумай чухне çакăн евĕр шăпаллă яшсем тĕрлĕ регионта стройкăра тăрăшаççĕ, хĕрĕсем урай çума вырнаçаççĕ е пасарта суту-илÿ ĕçне пурнăçлаççĕ. Мĕншĕн 5 çул ашшĕ-амăшĕн укçипе вĕреннĕ-ши çак ачасем? Лумпа швабра тытма-ши? Шел пулин те, çакăн евĕр тĕслĕхсем кашни кĕтесрех паян. Ман шухăшпа, диплом илнĕ кашни выпускника ĕçпе тивĕçтерессине саккунпа килĕшÿллĕн татса памалла.

Анатолий СОЛИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code