Михаил Платонович Платонов 1914 çулта Тăрăм ялĕнче Платонпа Александра Платоновсен çемйинче çуралнă. Ашшĕ вăрçăччен «Вперед» колхозăн председателĕнче тăрăшнă.
1941 çулта М.Платонов вăрçа тухса кайнă. Малтанах Мускава фашистсенчен хÿтĕлесе хаяр çапăçусене хутшăнать. Гвардин аслă сержанчĕ пĕрре те аманман. Разведчик пулнăскер миçе хутчен вилĕмпе куçа-куçăн тăнă пуль – ăна пĕр Турă анчах пĕлет. Тăрăм ялĕнчи фронтовиксенчен Михаил Платонович пек нумай орден-медале тивĕçни пулман: Хĕрлĕ Ялав, икĕ Хĕрлĕ Çăлтăр, II степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕсен, «Хăюлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Мускава хÿтĕленĕшĕн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсен кавалерĕ вăл. Шел, Михаля тетен пĕтĕм паттăрла ĕçĕсем çинчен пĕлме май килмерĕ. Пĕр тĕслĕх çеç илсе кăтартаятăп.
1943 çулта раштав уйăхĕн 15-16-мĕшĕсенче /çĕрле çеç ĕçленĕ/ М.Платонов хăй ертсе пыракан отделенипе хамăрăн çарсем умĕнчи вырăна 468 мина /противотанковая/ лартнă. Хăйĕн ăсталăхĕпе тата хăюлăхĕпе салтаксене хавхалантарнă. Нимĕçсем пулеметсенчен персе тăнине пăхмасăр приказа чыслăн пурнăçланă. Çак паттăрла ĕçшĕн Михаил Платоновича «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă.
Ку ĕç пирки 379-мĕш полк докуменчĕ çине /журнал боевых действий. – Авт./ çырса хунă. Вăрçă хыççăн Михаля тете яла килнĕ. Кайран Казахстана тухса кайнă. 1988 çулта вилнĕ. Ăна Тăрăм ялĕн масарне пытарнă.
А.СОРОКИН.