Хаклă туссем!
Сире Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Чăваш халăхĕ çемьери хутшăнусене яланах упранă тата хисепленĕ. «Ăçта юрату, унта çутă» ?«Где любовь, там и свет»/, – тенĕ пирĕн мăн асаттесем. Çирĕп мăшăрсем чăн-чăн юрату тĕслĕхĕ пулса тăраççĕ тата вĕсем чăнласах та пысăк хисепе тивĕç. Вĕсем – сывă об¬щест¬вăн, Чăваш Енпе Раççейĕн телейлĕ пуласлăхĕн шанчăклă ни¬кĕсĕ, патшалăхăн тивĕçлĕ граждансене воспитани парас ĕçри тĕревĕ шутланнă та, малашне те шутланаççĕ те.
Çĕршыв Правительстви коронавирус лару-тăрăвĕнче, çăмăл мар вăхăтра çемьесене пулăшу парасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Раççей Президенчĕн Владимир Владимирович Путинăн йышăнăвĕсене пула 27 миллион ача, çав шутра Чăваш Ен ачисем те, хушма тÿлевсем илĕç. Çакă йывăр лару-тăрăва лекнисемшĕн палăрмаллах пысăк тĕрев, пулăшу.
Хисеплĕ ентешсем, Пĕтĕм Тĕнчери çемье кунĕнче сире ырлăх-сывлăх, кил ăшшине тата пĕр-пĕрне ăн¬ланма сунатăп!
Сирĕн çемйĕрте яланах тăнăçлăхпа юрату, телей тата çураçу хуçалантăр!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене
вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев
Дорогие друзья!
Поздравляю вас с Международным днём семьи!
Чувашский народ всегда хранил и почитал семейные узы. «Ӑҫта юрату, унта ҫутӑ» («Где любовь, там и свет»), – говорили наши предки. Крепкие семейные союзы являются примером истинной любви и вызывают глубокое уважение. Они были и остаются залогом нравственного развития общества, опорой государства в деле воспитания достойных граждан.
В непростое время борьбы с коронавирусом правительство страны уделяет приоритетное внимание поддержке семей. Благодаря решениям Президента России Владимира Владимировича Путина дополнительные выплаты получат 27 миллионов детей, в том числе дети Чувашии. Это станет заметным подспорьем для тех, кто попал в непростую жизненную ситуацию.
Уважаемые соотечественники, в Международный день семьи желаю вам добра, домашнего тепла и благополучия!
Счастья, мира и любви вашим семьям!
Временно исполняющий обязанности
Главы Чувашской Республики Олег Николаев