Н.БАЙМУШКИНА, районти ЗАГС пайĕн начальникĕ:
– РФ Коституцине çемьене упрассине те улшăнусем кĕртмелле. Конституцин 72 статйинче /1-мĕш пай, «ж» пункчĕ/ çемьене, амăшне, ачалăха хÿтĕлесси, ачасене çемьере тивĕçлипе воспитани пама условисем туса парасси, çул çитнисен ашшĕ-амăшне пулăшасси пирки калани пур.
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Вĕçĕмех çĕнелет, улшăнать. Унпа пĕрлех çынсен шухăш-кăмăлĕ те. Кăткăс тапхăрта çемье пуянлăхне упраса хăварни, ачасене тивĕçлĕ воспитани пани уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çирĕп те туслă çемьере кăна телейлĕ ачасем çитĕнеççĕ. Вĕсем çĕршывшăн та шанăçлă çынсем пулĕç, ашшĕ-амăшне пăрахмĕç.
Конституцире арçынпа хĕрарăм кăна пĕрлешсе çемье çавăрнине палăртнă. Чăн та, ют çĕршывсем хыççăн кайса ĕмĕртен ĕмĕре пыракан ырă йăлана мĕншĕн пăрахăçламалла пирĕн.
Эпир районта çамрăксемпе çемье пĕлтерĕшĕ пирки калаçусем час-часах ирттеретпĕр, ăнлантаратпăр. Вăрах вăхăт пĕрле пурăнакан çирĕп мăшăрсене тĕлпулăва чĕнетпĕр. Шел, çемье пĕлтерĕшне ăнланманнисем те пур-ха. Çулсерен мăшăрланакансемпе пĕрлех уйрăлакансем те сахал мар. Ку енĕпе ĕçлемелĕх пур. Çитĕнекен ăрăва ашшĕ-амăшĕ юнашар пулни кирлĕ. Çамрăк ăрушăн çемье çирĕп тĕрев пулмалла.