Валерий ЛЬВОВ, бокс енĕпе СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ:
– Президент Конституцие кĕртме сĕннĕ тÿрлетÿсен йышĕнче социаллă сферăна пырса тивекен улшăнусем чи пĕлтерĕшли пулнине палăртатăп – граждансен социаллă гарантийĕсене çирĕплетессипе çыхăннă тÿрлетÿсене ырлатăп. Çав шутра – чи пĕчĕк ĕç укçи пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех пулма пултарайманнипе, пенсие индексацилессипе çыхăннă сĕнÿсем /вăл ĕçлекен пенсионерсене те пырса тивĕ/ Çакă аслă ăрури граждансемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ.