Июлĕн 1-мĕшĕнче Конституцие тÿрлетÿсем кĕртессипе çыхăннă пĕтĕм Раççей шайĕнчи сасăлав иртет.
Граждансем сасăлава июнĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 1-мĕшĕччен хутшăнма пултараççĕ, кăтартусене июлĕн 1-мĕшĕнче шута илĕç. Коронавирус чирĕ сарăлнă тапхăрта килсене пырса сасăлаттарас йĕркесене анлăлатĕç.
Тĕп суйлав комиссийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, участоксенчи комисси членĕсем сасăлав пуçланиччен маларах коронавирус инфекцийĕ пуррине е çуккине палăртакан тест витĕр тухĕç. Мĕн пур суйлав участокĕсенче дезинфекци хатĕрĕсем çителĕклĕ пулĕç, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе йĕркене çирĕп пăхăнĕç.
Сасăлава маскăсемпе, резина перчеткесемпе килмелле.