Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕне усракансене – патшалăх пулăшăвĕ

Ĕне усракансене – патшалăх пулăшăвĕ

Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев сĕт хакĕ пирки ыйту хускатнă. Вăл çуллахи вăхăтра сăвăм ÿснĕрен продукци ытларах сутма тытăннине, çакă хака икĕ хут таран йÿнетнине палăртнă. Коронавирус инфекцийĕн эпидемийĕ те пĕр йĕрсĕр иртмерĕ. Сĕтпе усă куракан тĕп потребительсем – обществăлла апатлану заведенийĕсем, ача сачĕсемпе шкулсем – март уйăхĕнчех ĕçлеме пăрахрĕç.

Хальхи вăхăтра халăхран сĕте 14 тенкĕпе туянаççĕ. Республикăра вăтамран паха шĕвекĕн хакĕ 15,9 тенкĕпе танлашать. Çакă ĕне усракан уйрăм хушма хуçалăхсемшĕн питĕ пĕчĕк.

Чăваш Енри Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăра 22 пин хушма хуçалăх шутланать. Уйрăм çуртпа пурăнакансем 56 пин ытла сăвăнакан ĕне усраççĕ. Республикипе туса илекен паха шĕвекĕн çурри ытларахăшне шăпах регионта уйрăм хуçалăхпа пурăнакансем сутаççĕ. Сĕте тирпейлессипе 14 завод ĕçлет, вĕсем регионĕпе туса илекен продукцие – 420 тонна – тирпейлеме пултараççĕ.

Фермер хуçалăхĕсемпе пысăк ял хуçалăх предприятийĕсем патшалăхран çакăн евĕрлĕ пулăшу илеççĕ те ĕнтĕ, пĕр литр сĕт пуçне субсиди параççĕ. Уйрăм хушма хуçалăхсене паянччен, шел пулин те, тимлĕх уйăрман.

– Хушма хуçалăхпа пурăнакансене те пулăшни тĕрĕс тесе шухăшлатăп. Уйрăмах сăвăм ÿснĕ вăхăтра, – тет Олег Николаев.

– Пирĕн тĕп тĕллев – отрасль ăнăçлă ĕçлетĕр, хушма ĕç вырăнĕсем йĕркеленччĕр, тивĕçлĕ шалу илччĕр, производительсем валли вара продукци сутма шанчăклă каналсем пулччăр, – тенĕ палăртса Олег Алексеевич.

Уйрăм хуçалăхпа пурăнакансене пулăшма регионти картишсене хăтлăх кĕртме уйăрнă укçан пĕр пайне тăкаклаççĕ. Республикăри 119 ялти 1200 картиш территорине хăтлăх кĕртме планланă пулнă. Анчах паяна 10 муниципалитет çеç подрядчиксемпе килĕшÿ çырнă. Кĕркуннехи çумăрсем вăхăтĕнче асфальт сарас мар тата федераци хыснине укçана каялла куçарса парас мар тесе ăна уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансене пулăшма яма тĕллев лартнă.

Чăваш Енре пурăнакансене пулăшмалли çĕнĕ йышăну докуменчĕсене кĕске вăхăтра хатĕрленĕ: хушупа йышăнуччен пĕр эрне те иртмен. Çывăх вăхăтра субсиди илмелли йĕркесене хатĕрлесе çирĕплетеççĕ. Ăна сăвăнакан ĕнесен тăкакĕсене саплаштарма пĕр хутчен параççĕ.

– Ĕçе йĕркеленĕ, паян-ыран тивĕçлĕ йышăнусем тăватпăр. Эрне вĕçне правилăсене çирĕплететпĕр. Ĕçе йĕркелесе пырассишĕн администраци пуçлăхĕсем яваплă пулĕç, – пĕлтернĕ Олег Николаев.

Субсидие туса илнĕ тата сутнă сĕтшĕн памаççĕ, вăл хушма хуçалăхри сăвăнакан кашни ĕне пуçне тивет. Тÿлев пĕр ĕнешĕн 2300 тенкĕпе танлашать, иккĕ усраканнисене кашнийĕншĕн – 3300-шер, виççĕ е ытларах тытаканнисене кашни пуçшăн 4300-шер тенкĕ уйăраççĕ.

Пулăшăва тивĕçес тесен ял тăрăх администрацине кайса заявлени çырмалла, сăвăнакан ĕнесен шутне, укçа уйăрма банк счечĕн реквизичĕсене, пурăнакан адреса кăтартмалла. Çавăн пекех çитес çулччен картари ĕнесен шутне упраса хăварассипе обязательство илмелле.

Уйрăм хуçалăхпа пурăнакансене субсидипе тивĕçтерме 185 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Июнь вĕçĕнчех тÿлеме пуçламалла.

Сăмах май, вырăнти администрацисем васкамаççĕ пулсан та федерацин картиш территорийĕсене хăтлăх кĕртмелли программăна пăрахăçламаççĕ. Вырăнти чиновниксене документсем хатĕрлеме, подрядчиксем тупма тата пур ĕçе те пурнăçлама хушма вăхăт панă. Картишсене тирпейлемелли программа тата виçĕ çула тăсăлать. Финанс калăпăшĕ çавăн пекех юлать.

Алексей КРЯЖИНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code