Шупашкар хулинчи Хусанкай урамĕнчи 20-мĕш шкул çывăхĕнче хĕвел энергийĕпе ĕçлекен светофор вырнаçтарнă.
Шупашкар хула администрацийĕн çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ йышши светофорсем малашне ытти шкулсем тĕлĕнче те пулаççĕ. Анчах малтан вĕсем мĕнле ĕçленине хаклĕç.