Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрçă витĕр тухнă медиксем

Вăрçă витĕр тухнă медиксем

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çар медицини пурнăçланă ĕç-хĕл – чăн-чăн паттăрлăх. Тухтăрсемпе фельдшерсем, медсестрасемпе санитарсем Хĕрлĕ çарăн 17 миллион салтакĕпе офицерне /72,3 процент аманнисем, 90,6 процент чирлисем/ çĕнĕрен строя тăма пулăшнă.

Вăрçă тапхăрĕнчи сиплевпе сывату ĕçĕнче Елчĕк районĕн представителĕсем те хăйсен тÿпине хывнă, çав шутра çапăçу хирĕсенче, çар госпиталĕсенче çеç мар, Чăваш Енре йĕркеленнĕ 16 эвакогоспитальте те. 1941 çул вĕçне вĕсенче 5210 койка йĕркеленĕ. Эвакогоспитальсем витĕр 72158 çын тухнă пулсан, вĕсенчен аманнисем – 57145 /79,2 процент/, чирлисем 15013 /20,8 процент/. Вĕсен 72,3 процентне строя тăратнă.

Кăçал, Астăвăмпа мухтав çулталăкĕнче, районти медик-фронтовиксем çинчен пĕлни кирлех.

Албутов Иван Семенович /1919-1979/ Чăваш Тăрăмĕнче çуралнă. Çĕрпÿри фельдшерпа акушер шкулне пĕтернĕ. Елчĕкри район больницинче фельдшерта ĕçленĕ. 1939 çулта Хĕрлĕ çар ретне тăнă. Вăрçăра Украина фрончĕн 98-мĕш батальонĕнчи çар фельдшерĕ, санитари взвочĕн командирĕ пулнă. Йывăр аманнă. Медицина службин лейтенанчĕ званипе 1946 çулхи çĕртме уйăхĕнче демобилизациленĕ. Тăван ялĕнчи фельдшер пункчĕн заведующийĕнче вăй хунă.

Аникина Валентина Сергеевна /1922-1994/ Яманчÿрел ялĕнче кун çути курнă. Çар службинче – 1942 çултанпа. Вăрçа медсестра пулса хутшăннă. Яла сержант званипе таврăннă. Яманчÿрелти фельдшер пункчĕн заведующийĕ пулса ĕçленĕ.

Ашмарин Петр Варфоломеевич /1923-1942/. Кипеç ялĕнчен. 1941 çулта, Çĕрпÿри фельдшер шкулне пĕтернĕ хыççăн, тÿрех вăрçа ăсатнă. Çапăçусене çар фельдшерĕ пулса хутшăннă. Медслужбăн кĕçĕн лейтенанчĕ 1942 çулта хыпарсăр çухалнă.

Блинова Феодосия Федоровна /1914-1989/ Патреккелте çуралса ÿснĕ. Ленинградри тата Хусанти медицина институчĕсене, 1942 çулта çар тухтăрĕсен пĕлĕвне ÿстерекен курсне пĕтернĕ. Санитари чаçĕн амбулатори врачĕ, 357-мĕш стрелковăй дивизин лазарет начальникĕ. Вăрçă хыççăн 544-мĕш çар госпиталĕнче ординаторта /Молдави/, 1118-мĕш армин çар госпиталĕнче терапи уйрăмĕн /Пхеньян, Çурçĕр Корея/ пуçлăхĕнче тăрăшнă. 1949 çултан – Шăмалакри участокри больница врачĕ, 1951 çултан – Елчĕкри район больницин терапевчĕ. Медслужба майорĕ. «Германие çĕнтернĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ.

Васильев Степан Васильевич /1917-паллă мар/. Хăвăлçырма ялĕнче çуралнă. Çĕрпÿри фельдшерпа акушер шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Пĕтĕмпе 6 фронт йышĕнче пулса тĕрлĕ должноçа «астивнĕ»: санинструктор, санитар-носильщиксен взвочĕн командирĕ, фельдшер. Демобилизациленсен Канашри узел станцийĕн больницин фельдшерĕнче тимленĕ. Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, «Хăюлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальсемпе наградăланă.

Васильева /Мальцева/ Анна Тихоновна /1918-1981/ – Тÿскел хĕрĕ. Елчĕкри вăтам шкултан, Ульяновскри медицина училищинчен вĕренсе тухнă. 1938 çулта Белоруссие тухса кайиччен Аслă Таяпари ФАПра медсестра пулса ĕçленĕ. 1941-1945 çулсенче, малтан Брест çывăхĕнче, унтан Украинăра, Польшăра, Берлинта хирурги сестрин тивĕçне пурнăçланă. 1947 çулта демобилизациленĕ. Ленинградра ĕçленĕ. Тăван çĕршыв вăрçин /II ст./ орденĕпе, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Берлина илнĕшĕн», «СССР патшалăх чиккине сыхланăшăн» тата ытти медальпе чысланă.

Гаврушов Петр Николаевич /1910-1981/. Елчĕк ялĕнчен.1941-1945 çулсенче фронтра санинструктор пулнă. Çар тумне хывсан Аслă Елчĕкри фельдшер пунктĕнче медбрат, Елчĕкри тĕп больницăра инфекционист пулса ĕçленĕ.

Галкин Леонид Васильевич /1915-1960/ Тÿскел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Чăваш рабфакне, Свердловскри медицина институтне пĕтернĕ. 1942-1945 çулсенче Сталинград облаçĕнчи эвакогоспитальсен хирурги уйрăмĕн ординаторĕ, медицина уйрăмĕн пуçлăхĕ пулса службăра тăнă.

Кĕске тапхăр Шупашкар хулин поликлиникинче, Комсомольски, Шăмăршă районĕсенчи сыватмăшсенче хирургра ĕçленĕ. Совет Çарне тепĕр хутчен мобилизацилесен Сахалинти гарнизон госпиталĕнче хирургра ĕçленĕ. Çар тухтăрĕсен делегацийĕн йышĕнче Японире ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕсем йĕркелес тĕллевпе командировкăра пулнă. Медицина изданийĕсенче радиаци этем сывлăхне мĕнле витĕм кÿни пирки статьясем çырнă.

Германов Виталий Германович /1907-1983/ Кĕçĕн Шăхаль ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çĕрпÿри фельдшер шкулне пĕтерсен Патăрьел районĕнче куç сиплевçинче, фельдшерта ĕçленĕ. 4 çул «Новое Ищеряково» колхоза ертсе пынă. 1941-1946 çулсенче Хĕвел анăç тата Прибалтика фрончĕсен чаçĕсенче çар фельдшерĕ пулса службăра тăнă. 1947-1966 çулсенче – Кĕçĕн Шăхаль, Аслă Шăхаль, Çĕнĕ Пăва, Шăмалак ялĕсенчи ФАП заведующийĕ. Тăван çĕршыв вăрçин /I ст./ орденĕпе, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Мускава хÿтĕленĕшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă.

Евтихеева Антонина Евменьевна /1916-1941/ Исемпел ялĕнче çуралнă. Шупашкарти акушер шкулĕнчен вĕренсе тухнă, венерологи диспансерĕнче медсестрара ĕçленĕ. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. 290-мĕш стрелковăй дивизин медицина службин лейтенанчĕ. Чÿк уйăхĕнче ăна фашистсем Ясная Полянăри медсанбатри аманнă салтаксемпе пĕрле персе вĕлернĕ. Тула облаçĕнчи Первомайский поселокĕнчи тăванла масарта пытарнă.Çулсем иртнĕ май, пуç хунисене асăнса Мускав-Симферополь автомагистраль хĕррине палăк лартнă. Рейс автобусĕсем унта яланах чарăнаççĕ.

Казначеева Александра Яковлевна /1923-1999/ Аслă Елчĕкре кун çути курнă. Канашри фельдшерпа акушер шкулне пĕтернĕ. Елчĕк район больницинче медсестра тивĕçĕсене пурнăçланă. 1943 çулхи кăрлачран – çар службинче: 1866-мĕш зенитлă артиллери полкĕн санинструкторĕ. Аманнă. Тăван çĕршыв вăрçин /II ст./ ордена, «Германие çĕнтернĕшĕн» медале тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăн Аслă Елчĕкри фельдшер пунктĕнче медсестрара тăрăшнă.

Князев Федор Васильевич /1923-2002/ Лаш Таяпаран тухнă. Çĕрпÿри фельдшерпа акушер шкулне пĕтерсенех фронта ăсатнă. Мĕн вăрçă вĕçлениччен санитари взвочĕн командирĕн пулăшаканĕ пулнă. Аманнă. Мирлĕ çулсенче ФАП заведующийĕнче, санэпидстанцин санитари врачĕн пулăшаканĕ, райбольницăра рентгенотехник пулса ĕçленĕ. Мухтав /III ст./, Тăван çĕршыв вăрçин /II ст./ орденĕсемпе, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе чысланă.

Кудряшова Зоя Семеновна /1923 – паллă мар/ Аслă Шăхальте çуралса ÿснĕ. Шупашкарти фельдшерпа акушер шкулĕнче вĕреннĕ. Белорусси фрончĕн çăкăр пекарнин куçса çÿрекен 143-мĕш чаçĕн, Забайкальски фрончĕн 327-мĕш лазаречĕн фельдшерĕ пулнă. Çар медицинин лейтенантне Тăван çĕршыв вăрçин /II ст./ орденĕпе, «Германие çĕнтернĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă. 1945 çул хыççăн Курнавăшри, Тĕмерти, Аслă Таяпари, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнчи сывлăх сыхлавĕн пункчĕсенче заведующире вăй хунă.

Курчин Илья Васильевич /1904-1984/ Курнавăшран. Пермьри медицина институтне пĕтернĕ хыççăн Елчĕк район больницинче тухтăрта ĕçленĕ. Вăрçă çулĕсенче – 1-мĕш Приморье дивизийĕн Хĕрлĕ Ялавлă 6-мĕш Мускав полкĕн çар тухтăрĕ. Аманнă. 1953 çулта демобилизациленĕ. Шăхасанти /1954-1962/, Республикăри психиатри /1963-1977/ больницисенче тĕп тухтăрта тăрăшнă. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ врачĕ, СССР сывлăх сыхлавĕн отличникĕ.

Малов Александр Сафронович /1925-паллă мар/ Патреккел ялĕнче çуралнă. Канашри фельдшер шкулне пĕтерсен салтак аттине тăхăннă. Тĕрлĕ чаçре çар фельдшерĕ, санитари взвочĕн командирĕ пулнă. 1946 çул вĕçĕнче запаса тухнă. 1949 çулта каллех çар ретне тăма приказ панă. 1970 çулта майор званипе службăна вĕçленĕ. Шупашкар хула ĕçтăвкомĕн кадрсемпе ĕçлекен инспекторĕ, транспорт предприятийĕн инженерĕ. Паттăрлăхне Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» /2 хутчен/, «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе хакланă.

Матвеева Евгения Савельевна /1915-2005/ Аслă Елчĕкре çут тĕнчене килнĕ. Хусанти медицина институтне пĕтернĕ, Тутарстанри больницăсенче тухтăрта ĕçленĕ. 1941-1947 çулсенче Çурçĕр-Хĕвел анăç фронтĕнче врач-хирург, Маньчжурири медсанбатра хирурги уйрăмĕн начальникĕ пулса службăра тăнă. Йывăр аманнă. Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, «Хăюлăхшăн», «Японие çĕнтернĕшĕн» тата ытти медальпе наградăланă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ.

Миловидов Иван Иванович /1921-паллă мар/ Патреккелтен. Çĕрпÿри фельдшер шкулне пĕтерсен Шăмалакри ФАПра ĕçленĕ. 1939 çулта салтак тумне тăхăннă. Вăрçăра – 2-мĕш Украина, Кăнтăр-Хĕвел анăç фрончĕсен çар фельдшерĕ, батальонри медицина пункчĕн начальникĕ. 1943 çулта тыткăна лекнĕ. 1945 çулта хăтарнă, Будапешта тата ытти хулана ирĕке кăларма хутшăннă. Тăван çĕршыв вăрçин /II ст./ ордена, «Хăюлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ. СССР санитари службин отличникĕ.

Молчанова /Можаева/ Клавдия Николаевна /1923 – паллă мар/ Патреккел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Патăрьелти педагогика училищине, медсестрасен курсне пĕтернĕ. 1942-1945 çулсенче 1-мĕш ударнăй çарăн 222-мĕш, каярахпа 226-мĕш çар госпиталĕн медсестри. Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршыв вăрçин /II ст./ орденĕсемпе, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе чысланă. КПСС Елчĕк райкомĕнче пропагандистра, Вăрнар райĕçтăвкомĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн заведующийĕнче тăрăшнă.

Павлова Александра Павловна /1923-1944/ Елчĕк ялĕнче кун çути курнă. Канашри фельдшер шкулĕнчен вĕренсе тухсан Елчĕкри райбольницăра медсестрара ĕçленĕ. Вăрçă пуçлансанах хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Йывăр чирленĕрен çулталăкран каялла янă. 1943 çулта çар комиссариачĕ урлă каллех çĕршыв хÿтĕлевçи тивĕçне пурнăçланă. 1944 çулта пуçне хунă, Одесса облаçĕнчи Пролеты ялĕнче пытарнă.

Сергеева Наталия Ивановна /1921-паллă мар/. Тÿскел хĕрĕ Канашри трахоматоз сестрин курсĕсене пĕтернĕ хыççăн райбольницăра тимленĕ. 1941-1945 çулсенче фронтра санинструктор, çар госпиталĕн медсестри пулса çĕнтерĕве çывхартнă. Вăрçă хыççăн Железноводскри курорт поликлиникинче медсестрара ĕçленĕ.

Сидорова Лидия Константиновна /1924-2018/ Шăмалак ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Тутарстанри Пăва хулинчи фельдшер шкулне вăрçă пуçланнă çул вĕçлесен Çĕнтерÿ кунĕчченех фронтри тата Минскри госпитальсенче медсестра пулса службăра тăнă. Вăрçă хыççăн та çак сферăра: Елчĕкри, Шăмалакри больницăсенче ĕçлесе пенсие тухнă.

Смирнова Нина Николаевна /1917-2010/ Акчел ялĕнче çуралнă. Çар службине тăнă вăхăт: 10.07.1941. Эвакогоспитальте лаборанткăра тимленĕ. 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче тăван яла таврăннă. Елчĕкри санэпидемстанцире лаборанткăра ĕçленĕ.

Тимофеева Анна Тимофеевна /1923-2013/ Кармал ялĕнче кун çути курнă. Канашра медсестрасен 7 уйăхлăх курсне, Çĕрпÿри фельдшерпа акушер шкулне вĕçлесен Элпуç ялĕнче трахоматоз сестринче тăрăшнă. Вăрçăра – 1203-мĕш артиллери полкĕн пулеметчици, наводчици. Йывăр аманнă. Сывалсан санинструкторта, медсестрара службăра тăнă. Вăрçă хыççăн Тăрăмри /1948-1965/, Çирĕклĕ Шăхальти /1966-1989/ ФАПсенче ĕç биографине малалла тăснă. «Хăюлăхшăн», «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ. СССР сывлăх сыхлавĕн отличникĕ. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Харитонов Варсонофий Митрофанович /1921-паллă мар/ Кушкă ялĕнчен. 331-мĕш стрелковăй дивизин санинструкторĕ çапăçу хирĕнчен аманнă нумай салтака илсе тухнă, пулăшу панă, тăшмана хирĕç атакăсене çĕкленнĕ. Ольшанка, Липняк ялĕсемшĕн, Сейны хулишĕн пынă çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн медицина службин сержантне 1944 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.

Ятманова Зоя Осиповна /1915-1941/ Лаш Таяпара çуралнă. Çĕрпÿри медтехникумра пĕлÿ илнĕ. Патăрьел, Шупашкар хулин больницисенче медсестрара ĕçленĕ хыççăн вăрçăн тăваттăмĕш куннех хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Калинин облаçĕнче вырнаçнă 290-мĕш стрелковăй дивизин 291-мĕш медсанбатĕнче службăна пуçланă. Часах вĕсен чаçне Брянск тăрăхне куçарнă. Ункăран тухнă чухне батальон тăшман самолечĕсен бомбисен айне пулать. Ентеш вилмеллех аманать…

Вăрçа хутшăннă медиксен йышĕнче урăх ял-хулара çуралнă, хăйсен профессине Елчĕк район больниципе çыхăнтарнисем те пулнă:

Борисов Лев Иванович /1905-1967/, Иваново облаçĕнчи Кинешма хулинчен. Вăрçăра хирург, 3 çул тыткăнра пулнă 1948-1950 çулсенче район больницинче хирург пулса ĕçленĕ.

Галиев Асхат Галиевич /1925-1998/, Оренбург облаçĕнчен. Взвод командирĕ, йывăр аманнă. Тăван çĕршыв вăрçин /II ст./, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсен кавалерĕ. 1952 çултан Елчĕк районĕн тĕп больницинче рентгенолог тухтăрта тимленĕ.

Герасимов Иван Георгиевич /1905-паллă мар/, Шупашкар районĕнчи Кÿкеçрен. Гарнизон госпиталĕн тухтăрĕ. Тĕрлĕ çулсенче районти сыватмăшра тăрăшнă.

Князев Иван Михайлович /1919-паллă мар/, Етĕрне тăрăхĕнчен. Вăрçăра – 3-мĕш рангри çар тухтăрĕ, стрелковăй полкăн тĕп врачĕ. Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршыв вăрçин /II ст./ орденĕсене, «Хăюлăхшăн» медале тивĕçнĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ. Чылай çул хушши райбольницăра хирургра вăй хунă.

Родионов Варфоломей Родионович /1921-паллă мар/, Канаш районĕнчи Шăхасантан. Елчĕк районĕнче тифа хирĕç кĕрешекен медицина отрячĕн фельдшерĕ пулнă. 1942-1945 çулсенче – фронтра. Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршыв вăрçин /II ст./ орденĕсен, «Хăюлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн» медальсен кавалерĕ.

Н.МАЛЫШКИН хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code