Чăваш литературин тÿпинче пултаруллă çыравçăсен ячĕсем çутă çăлтăр пек ялтăртатаççĕ. Вĕсен хайлавĕсем пин-пин çын чĕрине тыткăнланă, истори пулăмĕсене тĕрĕс ăнланма-хаклама вĕрентнĕ, тен, пурнăçа та витĕм кÿнĕ, йăнăш утăмран сыхласа хăварнă. Классиксем çамрăк авторсемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ, çул кăтартса пыраççĕ тесен те йăнăш мар. Яш-кĕрĕм чун ыйтнипе алла ручка тытать, аслисен ăс-хакăлне ăша хывса çырас ăсталăхне туптать-çке.
Пĕлтĕр Чăваш кĕнеке издательствинче аслă классенче вĕренекенсем валли «Кĕтмен юрату» хайлав пуххи кун çути курнăччĕ. Унта çамрăк авторсен повеçĕсемпе калавĕсем кĕнĕ. Нумаях пулмасть вара «Пирĕшти патне янă çыру» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Ăна вăтам çулхи ачасем валли хатĕрленĕ. Редакторĕ – Ольга Федорова, ÿнерçи – Ирина Калентьева. Вун пĕр авторăн калавĕсемпе юмахĕсене тата юптарăвĕсене пĕр кăларăма ăнсăртран кĕртмен. Çыракан пикесенчен чылайăшĕ анлă чăваш литературинче малтанхи утăмсем тăвать çеç-ха. Апла пулин те пурте тенĕ пекех «Букварьтен – илемлĕ литературăна çити», «Çĕнĕ ятсем уçатпăр», «Çĕнĕ хум» конкурссенче палăрма ĕлкĕрнĕ, вĕсен хайлавĕсем «Тантăш» хаçатра, «Самант», «Тăван Атăл» журналсенче, район хаçачĕсенче пичетленнĕ.
«Чăваш литератури XXI ĕмĕр картлашки çине пусса хăпарчĕ. Çĕнĕ ĕмĕр çĕнĕ темăсем çуратать, çамрăк авторсене чăтăмсăррăн кĕтет», – çырать кĕнекене пухса хатĕрленĕ Ольга Васильева умсăмахра. Камсем-ши вĕсем, шанăç паракансем, тăван сăмахлăха малалла аталантаракансем; Кăларăмра Нина Царыгинан, Екатерина Кошелеван, Ольга Австрийскаян, Инесса Шашкинан, Анастасия Владимирован, Валентина Селенинан, Ирина Кошкинан, Мальвина Петрован, Анастасия Данилован, Екатерина Устинован тата Олеся Михайлован хайлавĕсемпе паллашма пултарĕ вулакан.
Çамрăк çыравçăсем тĕрлĕ çивĕч ыйту хускатаççĕ, вĕсен хуравĕсене шыраççĕ. Нина Царыгинан калавĕпе Екатерина Кошелеван юмахĕ чĕр чунсемпе вĕçен кайăксене хÿтĕлемелли, упрамалли çинчен асăрхаттараççĕ. Чылай чухне вĕсен шăпи этем аллинче вĕт-ха. «Çапла-çке вĕсем, самантрах хăйсене кирлĕ мар пулса тăратпăр… Вĕсем пирĕн пурнăçа çăтмаха çавăрма та, тамăкпа танлаштарма та пултараççĕ», – тет Çăмламас ятлă йытă кушак çурине /Н.Царыгина, «Пĕчĕкскер»/.
Типтерлĕ тытма пĕлмесен кĕнеке те хурланнине палăртаççĕ Ольга Австрийскаян хайлавĕсем. Анастасия Владимирован калавĕ чи пĕлтерĕшли чунри ырăлăха упраса хăварасси пулнине пĕлтерет. Авторăн «Пирĕшти патне янă çыру» хайлавĕнчи Улькка пĕчĕкренех йывăрлăхсемпе тĕл пулать, апла пулин те хуçăлмасть, хăйне кÿрентерекенсене усал сунмасть.
Валентина Селенинăпа Екатерина Устинован калавĕсем тĕрлĕ паллă-ĕненÿ кулленхи пурнăçа витĕм кÿнине курăмлă тĕслĕхсемпе çирĕплетеççĕ. Анастасия Данилова ывăлĕ-хĕрне кĕтекен амăшĕн сăнарне куç умне кăларать, ăрусен çыхăнăвĕ çирĕппи малашлăх никĕсĕ пулнине систерет.
Кĕнеке вĕçĕнче çамрăк çыравçăсемпе çывăхрах паллашма пулать – вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе биографийĕсене илсе панă.
Ольга ИВАНОВА.