Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Заявленисем йышăнатпăр

Заявленисем йышăнатпăр

Суйлавçă сентябрĕн 11-13-мĕшĕсенче иртекен суйлава хăй пропискăра тăракан вырăнта хутшăнаймасан /тĕрлĕ сăлтава пула Чăваш Республикинчи тĕрлĕ хулара е районта пулма тÿр килсен/ çак кун унăн вăхăтлăх пурăнакан вырăнта сасăлама ирĕк пур.

Çапла тăвас тесен гражданинăн сентябрĕн 9-мĕшĕччен Елчĕк районĕнчи территори суйлав комиссине паспортпа пырса заявлени çырмалла. Çавăн пекех заявление Елчĕкри Тĕп библиотекăра 1-мĕш хутра вырнаçнă нумай функциллĕ центрта та йышăнаççĕ. Сентябрĕн 4-9-мĕшĕсенче заявленисене участоксенчи суйлав комиссийĕсенче те çырма май пулĕ.

Хальхи вăхăт тĕлне суйлав кунĕнче урăх вырăнта сасăлас кăмăллă граждансенчен НФЦ урлă 11 заявлени йышăннă.

Ыйтусем пулсан тĕплĕнрех 8 /83549/ 2-57-09, 2-58-05 номерлĕ телефонсемпе ыйтса пĕлме пулать.

Л.ВИКТОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code