Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн «Виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене пулăшасси çинчен» хушăвĕпе вулакан маларахах паллашнă ĕнтĕ.
Тунтикунран вара документсене йышăнма пуçланă. Чăваш Енре пурăнакан, Раççей гражданинĕ шутланакан нумай ачаллă ашшĕ-амăшне, ача усрава илнисене тата опекунсене шкула çÿрекен кашни ачашăн 5000-шер тенкĕ парĕç. Пулăшăва çемьери кашни çын пуçне тивекен тупăш Чăваш Енри пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах пулсан парĕç. Пулăшу пĕр хутчен пулĕ.
Асăннă ыйтăва районти социаллă хÿтлĕх пайне 2-52-15 номерлĕ телефонпа çыхăнса уçăмлатма пулать.
Документсене патшалăх пулăшу порталĕ урлă тăратма май пур.