17-мĕш хут
Чăваш Ен Пĕтĕм Раççейри «Наци кросне» 17-мĕш хутчен хутшăнать.
Шăматкун, сентябрĕн 19-мĕшĕнче, пирĕн районта та иртет вăл. Ял тăрăхĕсенче ăна вырăнсенче ирттерĕç, Елчĕк ял тăрăхĕнче пурăнакансем, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем район центрĕнчи тĕп лапамра старта тухĕç.
Кросс 9 сехетре пуçланать. Коронавирус пандемине пула унта 18 çул тултарман çамрăксем хутшăнмĕç.
Сывă пурнăç йĕркишĕн
тăрăшса çулсеренех Пĕтĕм Раççейри урăлăх кунне паллă тăваççĕ.
Чăваш Енри пекех, районта та сентябрĕн 25-мĕшĕччен «Çемье урă – ачасем ăнăçуллă» девизпа тĕрлĕ тематика мероприятийĕсем иртеççĕ. Çавна май тухтăрсем шкулсенче, учрежденисемпе предприятисенче алкоголь сиенĕ пирки калаçусем йĕркелеççĕ.
Олимпиада старта тухрĕ
Районти вĕренÿ учрежденийĕсенче Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиади пуçланнă.
Унăн шкулти тапхăрне 4-5 классем те хутшăнма пултараççĕ. Район шайĕнчи олимпиадăра вара 7 класран пуçласа 9-11 классем регион шайĕнче тупăшма пултараççĕ. Апла пулсан пĕлÿ шайне тивĕçлипе тĕрĕслĕр, хаклă вĕренекенсем.