Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 100 çул хушшинче 10 миллион

100 çул хушшинче 10 миллион

1920 çулхи августăн 28-мĕшĕнче Совет Союзĕнче пĕрремĕш халăх çыравĕ иртнĕ. Вăл пĕтĕм çĕршывĕпех пулайман, хăш-пĕр çĕрте граждан вăрçи пынă. Апла пулин те, унăн кăтартăвĕсем тăрăх халăх шухăш-кăмăлне, психика тĕлĕшĕнчи сывлăхне, сусăрланнине, хĕрарăм е арçын, миçе çултине пĕлме май пулнă.

100 çул каялла çĕршывра 136,8 миллион çын пурăннă. 2010 çулта – 142,9 млн, 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 146,7 млн çын шутланнă. 2021 çулхи апрельте иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ мĕн кăтартĕ; Çĕр çул хушшинче çыравсене ирттермелли технологисем мĕнле улшăнса пынă?

1920 çулхи çырав Раççей историйĕнче 2-мĕш çырав шутланать. Ăна малтанхинчен 23 çул иртсен çеç йĕркелеме май килнĕ. Çав тапхăрта Пĕрремĕш тĕнче вăрçи кĕрлесе иртнĕ, Раççей империйĕ арканнă. Фронтра çар çыннисем нумай вилнĕ, 1914-1918 çулсенче 7 млн. 1897 çулхи çырав кăтартăвĕсем тăрăх халăх нумай пурăнакан вунă пысăк хуласенчен /вĕсенче 4,8 млн çын пурăннă/ 1920 çул тĕлне иккĕшĕ кăна – Мускавпа Петроград – Совет Союзĕн территорине кĕнĕ.

1920 çулхи Пĕтĕм Раççейри çырав пĕтĕмĕшле çырав шутланмасть: Крымра, Инçет Хĕвелтухăçĕнче, Çурçĕр Кавказăн туллă вырăнĕсенче çапăçусем пынăран кăтартусем пуçтарман. Апла пулин те, вăл революци хыççăнхи Раççейри халăх тытăмĕ пирки пĕлтерекен пĕрремĕш çăлкуç пулса тăнă. 1920 çулхи августăн 28-мĕшĕ тĕлне çĕршывра 136,8 млн çын пурăнни паллă. Хула çыннисем – 20,9 млн е пĕтĕм халăх шутĕнчен 15 процент.

Пĕрремĕш совет çыравĕнче халăхран ыйтса пĕлмелли мелсем харпăр хăй анкети, хваттер картти, кил-хуçалăх ведомоçĕ пулнă. Ыйтса çырмалли анкетăра 18 ыйту пулнă: хĕрарăм е арçын, миçе çулта, хăш наци çынни, тăван чĕлхе, гражданлăх, пурăнмалли тупăш çăлкуçĕсем, вăрçăсене хутшăнни тата ытти те.

Çĕр çул иртнĕ хыççăн Раççейре цифрăллă 1-мĕш çырав пулать. 2020-2021 çулсенчи пĕтĕм тĕнчери раунд çитес çулхи апрелĕн 1-30-мĕшĕсенче иртет. Унăн тĕп çĕнĕлĕхĕ – Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ пулăшăвĕсен порталĕнче /Gosuslugi.ru/ кашни харпăр хăй электронлă çырав листисене тултарма май пулни.

Хваттерсене е уйрăм кил-хуçалăхĕсене тухса çÿренĕ чухне çыравçăсем, пĕрремĕш совет çыравĕпе танлаштарсан, хамăр çĕршывра туса кăларнă çăмăл планшетсемпе усă кураççĕ. Хут бланксем кирлинчен 10 процент кăна пулаççĕ. Çĕршывăн инçетри тата çитме йывăр районсенче çырав 2020 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче пуçланать: Красноярск крайĕнче, Тамбов облаçĕнче тата Ямал-Ненецк автономи округĕнче. Вĕсенче интернет çыхăнăвĕ пур çĕрте те çук. Анчах планшетсемпе усă курнă чухне вăл кирлех те мар. Пĕтĕм кăтартусене территорисенчи уйрăмсенче çырав базине куçараççĕ. Çапла вара, çĕршывăн чи аякри халăхсене те шута илеççĕ.

«Хальхи çыравăн тĕп задачи ытти чухнехи пекех социаллă пурнăçпа экономикăна нумай çулсем малалла аталантармалли плансем хатĕрлеме тата адреслă йышăнусем тума кăтартусем пуçтарса тĕпчесси. Тĕслĕхрен, тин кăна ачасене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлеме кашни çул тÿлесси пирки саккун проектне пăхса тухма сĕннĕччĕ. Ку енĕпе 200 триллион тенкĕ кирлĕ пулать. Хальхи вăхăтра 5-16 çулхи ачасем çĕршывра 20 млн шутланаççĕ. Çитес çыравра вара кашни регионта миçе ача пурăннине тата миçе çемье çак пулăшăва тивĕçме пултарнине, вăл камсемшĕн чăнах та пысăк пулăшу пулнине, пĕчĕк е вăтам тата унран ытларах тупăшлă çемьесем мĕн чухлине палăртма май пулĕ. Çак кăтартусене пĕтĕмлетни пулăшăва кашни çемье уйрăмлăхне тата тупăшне шута илсе панин пĕлтерĕшне хак пама, ăна пурнăçа кĕртме бюджетра тивĕçлĕ укçа-тенкĕ уйăрма пулăшĕ», – тенĕ Г.В.Плеханов ячĕллĕ университетăн лаборатори заведующийĕ Елена Егорова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code