Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Михеевсем – вăрçă паттăрĕсем

Михеевсем – вăрçă паттăрĕсем

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Лаш Таяпаран пĕр кăкран тухнă 12 Михеев хутшăннă. Вăрçă çухатусăр пулмасть. Тăшмана хирĕç кар тăнисенчен пĕри – вырăнти Крупская ячĕллĕ колхозра бригадирта тăрăшнă 29 çулхи Василий Михайлович. Вăл 1942 çулта Тверь облаçĕнчи Ржев хули çывăхĕнчи хаяр çапăçура паттăррăн пуçне хунă. Унăн çывăх тăванĕсем Павелпа Василий Алексеевич Михеевсем хыпарсăр çухалнă.

Вĕсен çывăх тăванĕ Василий Михеев Патăрьелти педагогика училищине пĕтернĕ хыççăн икĕ çул ытла кÿршĕллĕ Энтепе ялĕнчи тулли мар вăтам шкулта ачасене вĕрентнĕ. 1939 çулта кĕркунне Василий Федоровича Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ. Беларуç çĕрĕ çинче стрелоксен ятарлă дивизин сержантсем хатĕрлекен шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Лаш Таяпа каччи тепĕр çур çултан гаубица полкĕн взвод командирĕ пулса тăнă.

Вăрçă пуçланнă вăхăтра вĕсен полкĕ Минск облаçĕнчи Молодечко хули çывăхĕнче вырнаçнă. Июнь уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне вăйлă хĕç-пăшалланнă фашистсен çарĕ Беларуçăн çурçĕр-хĕвел анăç пайĕнчи хуласемпе ялсене ярса илме ĕлкĕрнĕ. Тан мар çапăçура Иккĕмĕш тĕнче вăрçин пĕрремĕш эрни вĕçлениччен Михеев подразделенийĕнчи салтаксем фашистсен 5 танкне тĕп тунă. Шел те, июль уйăхĕ пуçланиччен Минскпа Гродно хулисен хутлăхĕнче вырнаçнă Хĕрлĕ çар чаçĕсен вăйĕ кунран-кун чакса пынă, пысăк çухатусем пуçланнă. В.Михеев хĕсметре тăнă Хĕрлĕ Çарăн салтакĕсен пысăк пайĕ çуллахи кунсем вĕçлениччен авалхи Червень хули çывăхĕнчи пысăк вăрманта партизансен отрячĕпе пĕрлешнĕ. В.Михеевăн фашистсен ункинче чăмăртаннă ушкăнĕ нимĕçсен çар техникине тиенĕ темиçе эшелонне сывлăша сирпĕтнĕ.

Совет Союзĕн Геройĕ С.А.Ваупшасов иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсен вĕçĕнчех çĕршыври чи опытлă разведчиксенчен пĕри шутланнă. 1942 çулхи çуркунне Станислав Алексеевич Беларуçри 700 боеца пĕрлештерекен партизан отрячĕн командирĕ пулса тăнă. Пирĕн ентеш те çав юнлă вăрçăра Беларуçа фашистсенчен тасатнă чи хăюллă та опытлă партизансен командирĕсенчен пĕри пулнă. 1945 çулхи кĕркунне Василий Федорович тăван килне Хĕрлĕ Ялав, Тăван çĕршыв вăрçин орденĕсемпе, «Тăван çĕршыв вăрçин партизанĕ», «Хăюлăхшăн» медальсемпе таврăннă.

Партизан-коммуниста Энтепе ялĕн халăхĕ тепĕр эрнеренех Максим Горький ячĕллĕ колхоз председательне суйланă.

Çак илемлĕ ял Совет Союзĕн Геройĕ, вăрçăра стрелоксен 25-мĕш В.И.Чапаев ячĕллĕ полкĕн автоматчиксен отделенийĕн командирĕ пулнă Семен Андреев сержантăн çуралнă кĕтесĕ пулнипе те паллă. Василий Федорович Энтепери пĕрлешÿллĕ хуçалăха ертсе пынă вăхăтра Семен Алексеевичăн амăшĕпе Вера Емельяновнăпа, кÿршĕллĕ Анат Туçа ялĕнче пурăнакан Ленин орденлĕ «Гвардеец» колхозăн мухтавлă ĕçченĕпе, Совет Союзĕн Геройĕпе П.Е.Кузнецовпа тата сумлă ытти ентешпе тачă çыхăну тытнă. Вĕсемпе пĕрле тĕрлĕ шкулта паттăрлăх урокĕсем ирттернĕ.

Аслă Çĕнтерĕвĕн черетлĕ юбилейĕн çулталăкĕнче Василий Федоровичăн виççĕмĕш сыпăкри тăванне В.Михеева та аса илес килет. Василий Петрович хăй те тăванĕ пекех Лаш Таяпара 1919 çулта çут тĕнчене килнĕ. Иккĕшĕ те пĕр класрах вĕреннĕ. Хаяр вăрçă çулăмне пĕр вăхăталлах кĕнĕ, анчах та тĕрлĕ çĕрте. 1945 çул пуçланнă тĕле Беларуç фрончĕн 48-мĕш инженери-сапер бригадин 239-мĕш батальонĕн командирĕ Василий Михеев капитан Польша çĕрĕнче Одер юхан шывĕ патне çитнĕ. Кунта пирĕн ентешĕн подразделенийĕ фашистсен пысăк ушкăнне тĕп тунă. Çакăншăн Василий Петровича бригада командирĕ Добычин полковник Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Вăрçă вĕçленсен запасри майор тивĕçлĕ канăва тухичченех Ярославль облаçĕнчи Рыбинскра çар завочĕн цех пуçлăхĕнче вăй хунă.

Петĕр ЛАШТАЙ.

Сăн ÿкерчĕкре: ĕçпе вăрçă ветеранĕ В.Ф.Михеев шкул ачисемпе /иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсем/.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code