шухăша район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура пĕр хутчен мар çирĕплетсе каларĕ.
Сăмах канмалли кунсенче те ĕçлемелли пирки пырать. 18-20 градус ăшă çанталăкра тăрăш та е çумăр тапхăрĕнче. Объекта маларах хута ярсан йĕпе-сапара, сивĕре нушаланмăн. Иртнĕ эрнере пуçару бюджечĕпе йĕркелемелли 3 объекта çеç ĕçе кĕртнĕ. Черетре тата 8. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен лăпкăлăхне тата строительсен явапсăрлăхне пула ĕç-пуç графикран юлса пырать.
Чăваш автономи юбилейĕн тивлечĕпе республикăри, çав шутра пирĕн районти ялсене те 100-шер пин тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрнă. Унпа, тĕпрен илсен, стелăсем туса вырнаçтарма пăхнă. Васкавлăх кунта та кирлех: 11 объект хута ямалла.
Çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăра кĕтĕмĕр. Асăннă ыйтăва та вăхăтлă татса панинчен ырри нимĕн те çук. 3-4 организаци представителĕ «документсене хатĕрлесе пĕтеретпĕр» тесе отчет турĕç-ха, анчах хурав урăхларах пулмалла пек. Лайăх тĕслĕх юнашарах. Район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн аслă методисчĕ Сергей Скворцов тухса калаçнинче авăн уйăхĕн 24-мĕшне пĕтĕм вĕренÿ учрежденийĕнче котельнăйсене ĕçлеттерме пуçланине пĕлтĕмĕр. Ачасемпе тимлекен объектсене хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлессипе кашни çулах тĕслĕх вырăнне лартаççĕ. Вĕсенче приборсене, тĕтĕм çулĕсене тĕрĕслеттерессине кĕркунне мар, çу-çĕртме уйăхĕсенчех йĕркелеççĕ.
Котельнăйсенче техника тата пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнасси те тĕп ыйтусен шутĕнче юлать. Пушар тенĕрен, район статистикине канмалли кунсенче каллех çырăннă вăл. Каллех Елчĕкре, каллех Кооператив урамĕнче. Сăра-эрехпе минренĕ пĕччен пурăнакан арçын тимсĕрлĕхĕнчен тухнă вăл. Пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ – патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкин каланă тăрăх, 22-мĕш синкерлĕ тĕслĕх ку. Иртнĕ çул çак тапхăрта 17 пушар пулнине регистрациленĕ.
Елчĕкре кăна мар, ытти ял тăрăхĕсен территорийĕсенче те тĕрлĕ хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан пĕччен пурăнакансем çук мар. Профилактика субъекчĕсен вĕсен кулленхи пурнăçĕпе интересленсех тăмалла. Тимлĕх те, контроль те кирлĕ.
Тимлĕх коронавирус инфекцийĕпе кĕрешессинче те ыйтать. Куратпăр-вулатпăр: хăш-пĕр çĕршывсенче карантин тапхăрне тепĕр хут вăя кĕртеççĕ. Мускавра та маскăпа çÿрессине çирĕплетнĕ çĕнĕрен, пĕрлехи çак требование пăхăнманнисене штрафлаççĕ. Пирĕн те халĕчченхи йĕркесене çирĕп пăхăнмалла, халăх йышлă пулакан вырăнсенче, уйрăмах лавккасенче сăмса-çăвара хуплама манмалла мар, антисептикпе, хуçалăх супăнĕпе усă курмалла, пĕр-пĕринпе сăмахланă май дистанцие шута илмелле…
Канашлура район пурнăçĕнчи ытти çивĕч ыйтусене те пăхса тухрĕç.
/Хамăр корр./.