2021 çулхи апрельте иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕнче пурăнмалли условисем пирки мĕнле пĕлĕç? Чăваш Енре кивĕ тата çĕрĕшнĕ çуртсем мĕн чухлĕ; Миçе çыннăн йăла ыйтăвĕсене татса паман? – çак информацие пĕтĕмпех çитес çыравра тĕпчĕç.
Пурăнмалли тата санитарипе гигиена условийĕсене «П» /«Помещение»/ çырав бланкĕнче палăртĕç.
Аса илтеретпĕр, 2010 çулхи çырав республикăра пурăнакансенчен 98 проценчĕ харпăр хăй /пĕр хваттерлĕ/ çуртĕнче, уйрăм е коммуналлă хваттерсенче пурăннине кăтартнă. Пĕр çын пуçне вăтамран 19 тăваткал метр шутланнă.
1971 çулта тата унран каярах тунă çуртсем ытларах пулнă. Вĕсенче 72,9 процент халăх пурăннă. Унтан маларах хута кайнă çуртсенче 25,8 процент шутланнă, 1,3 проценчĕ çурта хăçан тунине хуравлайман.
2002-2010 çулсенчи çыравсем хушшинче баллонлă газпа усă куракан кил-хуçалăхĕсен йышĕ 75 процент чакнă, çут çанталăк газĕпе усă куракансем 42 процент ÿснĕ. Вăл вăхăтра 54,4 процент уйрăм хуçалăхсем пĕрлехи ăшăту тытăмĕпе усă курнă, 34,2 проценчĕ хăйсем вырнаçтарнă, 9,0 проценчĕ çуртсене кăмака хутса ăшăтнă.
Çыравра çакă та паллă пулнă, пĕтĕмĕшле шыв тытăмĕпе 79,8 кил-хуçалăхĕ усă курнă, вĕри шывпа – 60,5 проценчĕ. 97,4 процент кил-хуçалăхĕнче туалет, 69,3 процентĕнче таса мар шыв юхса тухмалли тытăм пулнă. 55,6 проценчĕ ванна е душ пур тесе пĕлтернĕ, 33,5 процентĕнче мунча е сауна тунă. Çыравра, çавăн пекех, килтен тухакан каяшсене мĕнле илсе кайнине тата уйрăм кухня пуррине те ыйтнă.
2010 çулта иртнĕ çыравра пуçласа кил-хуçалăхĕсенче информаципе коммуникаци технологийĕсем пуррипе интересленнĕ: 44,7 процентĕнче телефон çыхăнăвĕ пулнă, телевизор антенни – 89,7 процент, радио – 17,2 процент, интернет – 29,7 процент.
Çырав кăтартăвĕсем кашни çын пуçне е кил-хуçалăхĕнче вăтамран миçе тăваткал метр пурăнмалли лаптăк тивнине шутласа тупма май панă. Унсăр пуçне, вăл кăтартусем тăрăх пурăнмалли çуртсене тĕпрен юсамалли федераллă тата регионсен программисене йышăннă.
Юлашки 10 çулта ку енĕпе лару-тăру мĕнле улшăннине çитес çыравран пĕлĕпĕр.