Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Килте музей йĕркеленĕ

Килте музей йĕркеленĕ

Елчĕк районĕнчи Аслă Шăхалĕнчи Тĕп урамра пурăнакан Владимир Волкова шкул ачи чухнех тăван ен историйĕ, унăн çыннисем, йăх-несĕл тымарĕ кăсăклантарнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван колхозра тĕрлĕ яваплă ĕçре тăрăшнăскер, пенсие тухсан, пушă вăхăт ытларах пулнăран, килĕнче музей уçма шухăшланă. Аваллăх япалисене унчченех пуçтарнă-ха вăл. Елчĕкре историпе тăван тавралăх музейĕ уçнă вăхăтра ун патне таврапĕлÿçĕсем килнĕ те типтерлĕ хуçа вĕсене интереслентерекен япаласене чылай парса янă. «Музей аваллăх управçи, ниçта та çухалмаççĕ», – тенĕ пуян чун-чĕреллĕ арçын.

Каярахпа вăл ачисем ашшĕ-амăшĕн, аслашшĕ-асламăшĕн кивĕ япалисене урама кăларса пăрахнине асăрханă та, вĕсене те пуçтарнă, çуса тасатнă, тирпейлĕн упранă. Вĕсем вăхăт иртнĕçемĕн калама çук паха экспонат пулнине туйнă Владимир Мефодьевич. Çавăн пекех çырма-çатра хĕррине кăларса пăрахнă хут тĕркисене пуçтарма та ÿркенмен. Хăшĕ-пĕри, тен, ун чухне тĕлĕннĕ те, йĕкĕлтесе кулма та пăхнă пулĕ унран, вăл вара пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса михĕсене тултарса пынă. Юрать, килтисем ăнланнă ăна. Чи малтан, паллах, мăшăрĕ, Людмила Петровнăн, малашлăха пăхса тинкерекен сăпайлă хĕрарăм, пулăшу аллине тăснă упăшкине. Ун чухне вĕсем ăпăр-тапăр шутланнă, халĕ пуян экспонатсен хакĕ çук.

Амăшĕн арчинчи паха япаласем музейри чи хаклă пуянлăх. Мĕн кăна çук-ши музей-çуртра. Хăй каланă тăрăх, 1 пин ытла экспонат: мамонт шăлĕсенчен пуçласа килти савăт-сапа, ĕç хатĕрĕсем, кил тĕрĕшĕнче усă курнă япаласемпе ĕлĕкхи пусма-тавар, кĕпе-тумтир, вăрçă вăхăтне аса илтерекен нимĕç каскипе патронсем тата ытти те. Куç алчăраса кайнăран пурне те каласа параймăн, унта пурин те кайса курмалла. Пирĕн ăрурисем халĕччен курман япаласем те йышлă. Шкул ачисемшĕн вара интересли те кăсăкли тата нумай тупăнать. 100 çултан иртнĕ япаласене тытса пăхма та пулать-çке.

Экспонатсем икĕ пÿлĕме те вырнаçайманран Владимир Мефодьевич килти хĕрарăмсенчен çулла усă куракан лаççа ыйтнă. Лешсем нумай шухăшласа тăмасăрах аваллăха упраса сăваплă ĕç пурнăçлакана тепĕр пÿлĕм уйăрса панă. Çапла вара çулла музей-çурт тата пысăкланнă. Вăл ламран-лама кăна куçса пытăрччĕ.

Чăваш культурине, йăли-йĕркине упраса, аталантарса пыракан В.Волков таврапĕлÿçĕ 1986 çултанпа çанталăка та сăнать. Ялти синоптик ир тăрсан тÿрех музей-çурта васкать. Паян кун мĕнлине çырса хурать, танлаштарать.

Волковсем тарават та ăшă кăмăллă çынсем. Шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан çемьере музей ĕçне ывăлĕпе кинĕ, мăнукĕсем те хутшăнаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code