Йăл-йăл кулса пире кĕтсе илетĕн
Ертсе кайма пĕлÿлĕх тĕнчине.
Пĕлÿшĕн, çутă ĕмĕтлĕ кунсемшĕн
Сана, вĕрентекенĕм, таймапуç.
Хамăрăн пĕрремĕш вĕрентекене – Ĕнел ялĕнче пурăнакан Роза Порфирьевна Кузьминăна яланах чĕрере упратпăр. Пĕтĕмпе 40 çул ытла ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ тата воспитани парас ĕçре тăрăшнă вăл. Мĕн чухлĕ вăй-хал, мĕн чухлĕ юратупа ăнтăлу кирлĕ çак таранччен ачасене ырă та ăслă, пуян чĕреллĕ пулма, пурнăç çулне тупма вĕрентсе пымашкăн.
Роза Порфирьевна тăрăшнипех эпир вулама-çырма, сăвăсене хитре калама вĕрентĕмĕр. Ушкăнра хамăра епле тытмаллине, çынпа калаçмаллине, аслисене хисеплемеллине унранах хăнăхрăмăр. Ырăлăха та вăлах пачĕ.
Тем каласан та, пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме пулăшаканĕ – юратнă вĕрентекен. Пире Роза Порфирьевна тĕрĕс те таса, хитре çырма вĕрентрĕ. Чистописани урокĕнче вăл ыттисене хитре почерклă ачасенчен тĕслĕх илме хушатчĕ – пĕр ачан тирпейлĕ тетрадьне илсе ăна тĕрлĕ класра кăтартатчĕ. Мĕнле ача хĕпĕртемĕ хăйне лайăхпа асăнсан;
Роза Порфирьевна пионервожатăй ĕçне те пурнăçласа пынă. Юнашар класра вĕренекенсемпе час-часах тĕрлĕ ăмăртусемпе конкурссем, вăйăсем ирттеретчĕ. Класри звеносемпе темĕнле ĕç те пурнăçлаттăмăр. «Чи лайăх вулакан» конкурс иртетчĕ. Ăна кашниех чăтăмсăррăн кĕтетчĕ. «Нумай вулакан ача пурнăçа лайăхрах ăнланать», – тесе вĕрентетчĕ учитель, чăваш çыравçисен хайлавĕсене вуланă хыççăн вырăс, ют çĕршыв авторĕсен кĕнекисене те уроксем хыççăн юлса вулаттăмăр. Халĕ те асрах-ха О.Донченко çырнă «Тинĕс хĕрринчи шкул», «Ылтăн медаль» кĕнекесене вулани… Произведенири сăнарсене танлаштарма хăнăхтаратчĕ. Кашни ача чунĕ патне çул хывма пултаратчĕ. Ачасене чĕререн юратни, вĕсенче ăслă та çирĕп чунлă çын тăвассишĕн çунни – Роза Порфирьевнан пархатарлă кун-çулĕн таса палăрăмĕсем. Пирĕн вĕрентекенĕмĕр ачасене ĕçе юратассине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Ĕнелĕнчи шкул çумĕнче Евгения Ивановна Жирнова ачасен вăйĕпе чаплă сад ĕрчетнĕ. Мĕн тĕрлĕ çимĕç йывăççи ÿсмен-ши унта; Халăха сутмалăх та çитĕнтернĕ. Пире те пахча ĕçне явăçтарнă.
Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр тăхăр теçеткене çитнĕ пулсан та сăнран ăна çавăн чухлĕ параймăн. Пĕчченех пурăнма мехел çитерет. Ăс-тăнĕ çивĕч, кĕнеке вулать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырать, ирсерен утать. Ĕнелсем мĕн хура кĕр кунĕсем çитичченех вăл кил-хуçалăхра тăрмашнине, пахча çимĕç, тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексем ÿстернине курма хăнăхнă.
Роза Порфирьевна Кармал ялĕнче учительсен çемйинче çуралнă. Унăн ашшĕ – Порфирий Митрофанович Сомин Теччĕри учительсем хатĕрлекен шкултан вĕренсе тухнă хыççăн ĕмĕр тăршшĕпех тăван ял ачисене вĕрентнĕ. Çемьере 5 вĕрентекен пулнă Соминсен. Роза Порфирьевна, кĕçĕн хĕрĕ, аппăшĕсем хыççăн учитель профессине суйласа илнĕ. Унăн мăшăрĕ Анатолий Палладьевич Кузьмин ĕмĕр тăршшĕпех истори предметне вĕрентнĕ. Вĕсем 4 ачана пурнăç парса тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕ. Юра тата Гена ывăлĕн çемйисем чунне йăпатаççĕ.
Юратнă мăшăрĕ, икĕ ывăлĕ çут тĕнчерен уйрăлни Роза Порфирьевнăн чун-чĕринче тарăн суран хăварнă. Шăпа темĕн тĕрлĕ çапса хуçма тăрсан та парăнман вăл.
Хаклă çыннăмăра 1962 çулта ВЛКСМ Центральнăй Комитечĕн «Чи лайăх вожатăй» паллине, 1983 çулта «Çут ĕç отличникĕ» ят парса чысланă.
Паянхи кун та хăй ăс панă ачасен юратăвĕпе хавхаланса, савăнса пурăнать.
Чылай хушă пĕр-пĕрне курман пулсан та Роза Порфирьевна палласа хăй ытамне илет. Тĕл пулушăн еплерех савăнать. Çывăх çыннăмăра вĕрентекенсен хисепĕ, юратăвĕпе тимлĕхĕ куллен телей те савăнăç, хавхалану кÿтĕр.
Вăй хутăр эсир сахал мар,
Сирте мĕн чухлĕ пархатар!
Пĕлÿ карапĕн штурвалне
Алран ямарăр ĕмĕрне.
Вуншар-çĕршер шăпăрлана
Çитертĕр пурнăç утравне!
Хĕмлентерсе мĕн пур чуна
Çĕклерĕр чăвашлăх тĕнчине.
Людмила ЕНЕДЕРОВА.
Тăрăм.