Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Блиц-интервью: Анатолий ВОЛКОВ

Блиц-интервью: Анатолий ВОЛКОВ

Анатолий Волков – Раççейри паллă хирург тата пултаруллă прозаик. Вăл Аслă Елчĕк ялĕнче çуралнă. Тухтăр пулас ĕмĕт ăна ача чухнех тыткăнланă, çав вăхăтрах сочиненисем те ăнăçлă пулса пынă. Вырăс чĕлхи вĕрентекенĕ ăна филологи факультетне вĕренме кĕме ÿкĕтленĕ пулин те çамрăк Волковра тухтăр пулас ĕмĕт çĕнтернĕ. Анатолий Никандрович Хусанти медицина институтĕнчен, Новосибирскри медицина институтĕнчи аспирантурăран вĕренсе тухнă, 1973 çулта доктор диссертацине хÿтĕленĕ. Тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ.

А.Волков – 600 ăслăлăх ĕçĕн авторĕ, вăл шутра – 9 монографи, 18 вĕренÿ пособийĕ, 20 изобретени. Вăл – Чăваш АССРĕн ăслăлăхĕн тава тивĕçлĕ деятелĕ /1990/, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тухтăрĕ /2011/. Тăван чĕлхене сума суни, унăн илемне туйни тата пурнăçăн пысăк опычĕ А. Волкова алла калем тытса илемлĕ хайлавсем шăрçалама хистенĕ. Вулакансем унăн «Çăлтăр мĕншĕн ÿкет-ши?», «И вновь забилось сердце…» «Хирург телейĕ» кĕнекисене хапăлласа йышăнчĕç. Хайлавсенчи сăнарсем – тухтăрсем тата йывăр чире çĕнтерес тесе кĕрешекен çынсем. Чăваш кĕнеке издательствинче çыравçăн «Атте çути» тата «Малалла-ха пурнăç, малалла…» кăларăмĕсем кун çути курнă.

– Мĕн вăл сирĕншĕн литература?

– Литература вăл – ман пурнăçа илемлетекен, хавхалантаракан вăй. Литература пулмасан эпĕ тухтăр та пулаймастăмччĕ.

– Мĕн хавхалантарать сире çырма?

– Хамăн тата ĕçтешсен хирург ĕçĕ-хĕлĕ. Хирург пулман пулсан эпĕ çырма пуçламастăмччĕ.

– Юратнă поэт, прозаик.

– Александр Пушкин, Михаил Лермонтов, Петĕр Хусанкай, Юрий Кузнецов, Иван Переверзин, Станислав Куняев, Лев Толстой, Иван Тургенев.

– Юратнă кĕнеке.

– «Овод» /Этель Лилиан Войнич/, «Спартак» /Рафаэлло Джованьоли/.

– Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?

– Петĕр Хусанкайпа, вăл çынна ăнланакан тата хавхалантаракан этем пулнă.

– Пурнăç девизĕ.

– Всегда вперед, назад – ни шагу!
Запомни это навсегда
И, сохранив в душе отвагу,
Не падай духом никогда.

– Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр; Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?

– Тетене кăтартаттăм, халь – никама та.

Ольга ИВАНОВĂПА Ольга ФЕДОРОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code