Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çивĕч ыйту калаçтарать

Çивĕч ыйту калаçтарать

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура пăхса тухнă ыйтусем паянхи тапхăршăн чи çивĕччисем пулчĕç.

Тĕрĕссипе пĕр ыйту кашни тĕл пулурах çĕкленет-ха: коронавирус инфекцийĕ. Унсăр май та çук. Леонард Васильевич илсе кăтартнă цифрăсем пурне те шухăшлаттарма тивĕç. Иртнĕ эрнере кăна республикăра асăннă амакпа 902 çын чирленине регистрациленĕ, 47-ĕн вилнĕ. Районта 1780 çын тĕлĕшпе ковид тестне ирттернĕ, 259-ĕшĕн чир пуррине палăртнă. Чире хирĕçле кашниех татăклă утăм тумасан, чару мерисене пăхăнмасан хăрушлăх татах ÿсесси куç кĕрет. Районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова грипп, çивĕч респираторлă вирус инфекцийĕ /ОРВИ/ пирки сăмах илчĕ те, кунта та пăшăрханмалли çук мар. Вĕсенчен кăшăллă вирус вăй илме пултарать-çке.

Кăçалхи 11 уйăхра районта ОРВИпе чирленĕ 836 тĕслĕхе тупса палăртнă. Çакă иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 3,13 хут /2019 çулта – 276/ ытларах. Çав йышран 17 çула çитичченхи çамрăксен 43,1 проценчĕ чирленĕ. Гриппа чирленисен шучĕ те пĕлтĕрхинчен пысăкрах – 10 /3/. Шел пулин те, пневмони те «çывăрмасть»: иртнĕ çул 104 тĕслĕх, кăçал – 323.

Вируслă чирсенчен сыхланасси прививка вăхăтлă тутарнинчен те нумай килет. 2020-2021 çулсенчи эпидеми тапхăрĕнче 7983 çынна асăннă процедура витĕр кăлармалла пулсан, вăл йыша паянхи кун тĕлне 8521 çитернĕ.

Паллах, сăмах пуçарнă чирсемпе ачасем чирлени уйрăмах пăшăрхантарать. Ушкăнпа чирленисем пулмасан та. Кунта вĕренÿ организацийĕсенче ĕçлекенсем çеç мар, ашшĕ-амăшĕ те профилактика ĕçне куллен активлă ирттерме тивĕç.

Пушар ыйтăвĕ кирек хăçан та тĕп проблема. Унăн шучĕ ÿссен пушшех. Пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ – патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкин пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çулта район территорийĕнче 20 пушар алхаснă пулсан, кăçал 28 çитнĕ. Синкерлĕ тĕслĕхсенчен пысăк пайĕ /14/ типĕ курăка çунтарнипе, сигарет туртнă чухне асăрханусăр пулнипе çыхăннă. «Хĕрлĕ автан» кăçал Елчĕк /8/ тата Лаш Таяпа /6/ ял тăрăхĕсене ытларах алхаснă. Лаш Таяпасем, хурлăхлă сводкăна илес пулсан, пĕлтĕр те малтисен ретĕнчеччĕ: 5 пушар. Ку çул çакнашкал инкекре пĕр çын пурнăçĕ татăлни те çак ял тăрăхĕнчен. Çăмăлттайлăх-и, асăрханусăрлăх-и, тимсĕрлĕх-и? Кирек мĕнле пулсан та, ял тăрăхĕн администрацийĕпе общественноçăн тахçанах чан çапма вăхăт.

Ял çыннисем хушшинче профилактика ĕçне ирттерессинче пушар хуралĕн сотрудникĕсем çеç мар, вырăнти власть представителĕсем те хутшăнмалла. Пушар автотранспорчĕ ялан юсавлă пултăр, гидрантсене, çавăн пекех кÿлĕсенче шыв илмелли вакăсене те ятарлă знаксемпе палăртмалла.

Çĕнĕ çул çывхарать. Унпа çыхăннă уяв мероприятийĕсене кăçал ирттерместпĕр пулин те, асăрханулăха пурпĕрех ÿстерни кирлĕ. Кил-çуртра та. Çул çитмен ачасем тăтăшах бенгали çуртисемпе, петардăсемпе е ытти çунакан хатĕрсемпе усă курма пăхаççĕ. Çакă пушар пулас хăрушлăха та, ачасем сусăрланассине те кăларса тăратма пултарать.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code