Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чунри пĕрлĕх –иксĕлми чĕрĕлĕх

Чунри пĕрлĕх –иксĕлми чĕрĕлĕх

Çапла çирĕплетет агропромышленность ветеранĕсен республикăри организацийĕн Канашĕн членĕ В.Д.Свеклов

Хăйне, Тĕрлемесри бухгалтерсен шкулĕнче пĕлÿ илекенскере, Елчĕк районĕ çĕнĕрен йĕркеленнĕ тапхăрта социаллă службăна ĕçлеме йыхравланă пуçлăха ним хурав пама та аптăраса тăнă. Ара, ачаранпах аппăш-тетĕшсемпе пĕрле килте, вĕренÿри каникулсенче колхозри тĕрлĕ ĕçе хутшăннисĕр пуçне нимĕнех те тума ĕлкĕрмен-çке вăл.

– Эсĕ комсомолец, – тет пай пуçлăхĕ унăн куçĕнчен çирĕппĕн пăхса. Юлташусем те хисеплеççĕ, итлеççĕ сана. Бухгалтер свидетельстви те аллунта. Хăюлăхна пух та…

– Юрать. Киле таврăнсан атте-аннепе калаçса татăлатăп та, тен, ыран ĕçлемеллипех килетĕп, – пĕлтерет çамрăк, пăлханнăран хăйпе калаçакана епле чĕнмеллине те лайăх астуса юлайманскер.

Унтанпа çур ĕмĕр ытла иртнĕ ĕнтĕ. Апла пулин те çак самант Виталий чĕрине яланлăхах тăрса юлнă. «Çынпа калаçма, унăн шухăшне, шалти туйăмне ăнланма пĕлни пирĕн ĕçре – чи кирли», – тенĕ ăна пысăк хуçа инспектор ĕç пÿлĕмне уçса кĕртнĕ май.

Ун чухнехи «собес» пуçлăхĕ Василий Андреевич Горшков вара унăн куçĕ умĕнчех ÿссе пынă. Ăна кăкăр тулли орден-медальлĕ иккĕмĕш вăрçă ветеранне, часах КПСС райкомĕн йĕркелÿ пайĕн заведующине куçарнă. Унтан Ленин ячĕллĕ колхоза çĕклес тĕллевпе председателе янă. Фронтовик ăçта та хисеп çĕнсе илнĕ, хуçалăха вăйлă аталантарнăшăн нумай-нумай хушма наградăна тивĕçнĕ. Вăл ĕçе илнĕ инспектор та картлашка тăрăх хăпарса пынă. Хăйĕн пĕлĕвĕпе тавра курăмне вĕçĕмсĕр ÿстерсе-аталантарсах пынă май Виталий Свеклова яваплăран яваплă вырăнсене суйланă е уйăрса лартнă: райĕçтăвкомăн культура пайĕн ертÿçи, ял хуçалăх ĕçченĕсен райкомĕн председателĕ, агропромышленность пĕрлешĕвĕн председателĕн экономика енĕпе ĕçлекен пĕрремĕш заместителĕ, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ… Хушăран, унăн ăсталăхĕпе пултарулăхне тĕрĕслес тенĕ пек, ытти должноçсене те шанса панă.

– Василий Андреевич мана пĕрремĕш ĕçе вырнаçтаракан та, атте вырăнĕнче пулса ăс паракан та, малашлăха витĕр курма тата чăнлăхпа витĕмлĕхе юратма хăнăхтаракан та пулчĕ, – тулли кăмăлпа аса илет Виталий Деомидович хăйне ĕç тата пурнăç çулĕ çине тăратнă хисеплĕ вăрçă тата ĕç ветеранне. – Пĕлĕве тăтăш ÿстерме те вăлах хавхалантарса пычĕ. Унăн сĕнĕвĕпе хистевĕ пулман пулсан, тен, ĕçленĕ хушăрах малтан Шупашкарти партипе совет шкулĕнчен, унтан – партин Чулхулари аслă шкулĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухма чăтăмлăхпа пуçарулăх та çитереймен пулăттăм.

– Çапла, пиртен кашнийĕ хăйсен вĕрентекенĕсене те, ăс параканĕсене те – яланах куç умĕнче тытать. Çав вăхăтрах Сирте теветкелĕхпе хастарлăх вĕресе тăнине хамăр районта пурăнакансем кăна мар, Шупашкарти тата республикăри район çыннисем те асăрхарĕç. Эсир яваплă вырăнсенче вăй хунă вăхăтра районти агропромышленность предприятийĕсемпе организацисенчи ĕçе тухăçлă йĕркелес енĕпе ертÿçĕсемпе специалистсене виçесĕр нумай пулăшу кÿнĕ. Тепĕр чухне кÿршĕсене те. Шăмăршăсем Сире пĕрлешÿллĕ предприятисемпе уйрăм хуçалăхсене, фермерсене элита е супер элита вăрлăхсем тупса пама пулăшнăшăн тав тунине темиçе хутчен те илтнĕ. Тутарстанри Пăва, Апас, Теччĕ районĕсенчи предприятисемпе организацисем хушшинчи туслă çыхăнусенче те Сирĕн тÿпе пысăк пулнине палăртаççĕ. Виталий Деомидович, калăр-ха, çамрăклах хăюллă, мал туртăмлă пулма мĕн хистенĕ?

– Пирĕн пысăках мар Питтĕпел ялĕнчен пысăк çынсем нумай тухни тата вĕсен тĕслĕхĕ илĕртÿллĕ пулни. Ипатий Ильин полковникпа пĕрремĕш рангри Петр Андреев, Анатолий Корнилов капитансем çар çыннисем, Новосибирскри ял хуçалăх академийĕнче ĕçлекен ял хуçалăх наукисен ăсчахĕ Венера Петрова, филологи наукисен кандидачĕ Василий Семенов, пĕр тăван Васильевсем – Алексейпе Анатолий пек спорт мастерĕсем… Вĕсен ячĕсене асăнатăн кăна, кирек ăçта та сана тăван пек йышăнаççĕ.

Инçет Хĕвел тухăçĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă чухнехи çакăн пек пулăм паян та асра. Мана, сроклă службăра тăракана, полкри пĕртен-пĕр чăваш каччине парти членĕн кандидатне йышăнчĕç. Çавăн чухне ялти паллă çынсен ячĕсене каларăм та командирăн политика енĕпе ĕçлекен çумĕ: «Апла пулсан сире те çав чаплă çынсем пек ятлă-сумлă пулма сунатпăр», – тесе алă пачĕ, парти ретне илнĕ ятпа саламларĕ.

Шухăшлатăп та, политик-коммунист каланă сăмахсем маншăн питĕ усăллă пулнă. Ĕçлеме, çынпа хутшăнма, ĕçе йĕркелеме хăнăхса пынăранах пулĕ, районта та, Шупашкарта, Патшалăх Канашĕн аппаратĕнче те манăн тăрмашăва асăрхаса, должноçпа ÿстерсе пычĕç. Хулара та, районсенче те манăн сăпайлă ĕçе асăрхарĕç.

Ара, пĕчĕк ялта çитĕннĕ, пысăк çемьерен тухнă, нимĕнпех те ытлашши палăрса тăман çак çыннăн килĕнчи архивĕнче вун-вун тĕрлĕ наградăсемпе пĕрле Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх Министерствин Хисеп хучĕ те, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» ятпа панă кăкăр çине çакмалли паллă та упранать.

– Пĕлетĕп, район тата республика шайĕнчи ĕçченĕн хаклавĕнче вун-вун, тен, çĕр-çĕр пултаруллă тата пуçаруллă çын ĕçĕ те питех те курăмлă. Эсир ĕçленĕ вун-вун çулта Елчĕк тăрăхĕнчи ял хуçалăх отраслĕнчи предприятисемпе уйрăм хуçалăхсен кăтартăвĕсем те чылай енĕпе тĕслĕхлĕ пулнă. Тÿррипе каласан, çав никĕс районăн паянхи ырă кăтартăвĕсенче яр уççăн палăрать. Çав вăхăтрах кирек кам та пуçтарăннă сумлă çулĕсенче хăйĕн кун-çулне тепĕр хут аса илни, палăртнине пĕтĕмпех пурнăçлайманни пирки аса илни те пулать.

– Тĕрĕсех. Ун пекки маншăн – лайăх колхозсен никĕсĕ çинчех пĕчĕк кооперативсем, фермер е уйрăм хуçалăхсем йĕркеленĕ вăхăтри /колхозсене салатнă тапхăр тесех калас килет ăна/ пăлханусемпе пăтранусем. Çав çулсенче ял çыннисем пĕр-пĕринпе хирĕçни, влаç хушăвне хирĕçлени – çÿлтисен пысăк йăнăшĕ, вырăнти ертÿлĕхĕн, апла-тăк, манăн та чун ыратăвĕ пулчĕ. Тĕлĕнмелле пек туйăнать те, анчах çав вăхăтра каспа кас, кÿршĕпе кÿршĕ кăна мар, çемьери арăмĕпе упăшки те хирĕçнине куртăмăр. Юрать-ха, епле пулсан та, ырăлăх тата килĕшÿлĕх майĕпен çиеле тухса пычĕ.

Сăмах май, ытти хăш-пĕр пулăмсем çинчен те калас килет. Паллах, тахçантанпах Елчĕкре пурăнатăп пулсан та, тăван ялăм асран тухмастех. Шăпах унта клубпа библиотека, шкул, фельдшер пункчĕ те юлманни чĕрене ыраттарать. Унчченхи вăхăтра тĕрлĕ çĕрте панă сĕнĕве каласах тетĕп: Питтĕпел ялĕнче епле пулсан та пĕр çурт /ФАП проекчĕпе е ытти майпа/ туса лартмаллах. 10 çул ытла тăсăлакан çул ыйтăвне те /ун пирки Социализмла Ĕç Геройĕ Н.И.Панкратов çак вăхăтченех çине-çине асăрхаттарать/ вăраха ямасăр татса памалла.

Пĕррехинче, Шупашкартан таврăннă чухне машинăпа пысăк инкек пулчĕ. Мана, йывăр аманнăскере, ырă та ăслă, пултаруллă тата хăйсене те шеллемен çынсем – Валерий Федоров автоинспектор, Николай Патшинпа Владимир Петров, Александр Бадин тухтăрсемпе вĕсен пулăшаканĕсем вилĕм аллинчен туртса илчĕç. Вĕсене эпĕ çеç мар, Зина мăшăрăм та, Оксана хĕрĕмпе Сергей ывăл çемйисем те чĕререн тав тăватпăр.

Анатолий ТИМОФЕЕВ,
пичет ветеранĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code