Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа февралĕн 15-мĕшĕнче 32 çул çитет.
Çак вăрçă суранĕ чылайăшĕн чĕринче. Хаяр та тискер Афган вăрçине Чăваш Енрен 5692 çын хутшăннă. 115 салтак вăхăтсăр куç хупнă, 272 çамрăк аманса таврăннă, вĕсенчен 131-шĕ сусăр пулса юлнă. Пирĕн районтан ку вăрçа 300 яхăн çамрăк хутшăнса интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Вĕсенчен виççĕшĕ – Юрий Геннадьевич Борисов /Елчĕк/, Анатолий Митрофанович Патшин /Аслă Елчĕк/, Юрий Петрович Григорьев /Кивĕ Эйпеç/ паттăрсен вилĕмĕпе пуçĕсене хунă. Юнпа пĕвеннĕ, куççульпе тăварланнă аса илÿсем иртнине манма памаççĕ.
Районти воин-интернационалистсем çулсерен нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче пĕрле пухăнса юлташĕсене асăнассине, çавра сĕтел хушшинче тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явассине, иртнине аса илессине йăлана кĕртнĕ. Кăçал та çак кун Афган çĕршывĕнче тивĕçе чыслăн пурнăçланă ĕнерхи салтаксене 10 сехет тĕлне районти вулавăша йыхравлатпăр.
Петр АНИСИМОВ,
«вĕри точкăсенче» çапăçнă ветерансен пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕ.