Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 15 çулта окоп чавнă

15 çулта окоп чавнă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 76 çул çитет. Иртнĕ çул Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2021 çула Сăр тата Хусан хÿтĕлев линийĕсен строителĕсен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк пулассине пĕлтерни вăрçăн иртнĕ çулĕсенче манăнса юлнă çынсен ячĕсене аса илме, вĕсен тĕлĕнмелле пысăк паттăрлăхĕ умĕнче пуçăмăрсене тайма май пачĕ. Окоп чавма хутшăннисен пысăк пайĕ пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Пурăнакансем те 9 теçетке урлă каçнă.

Çак паттăрсенчен пĕри – Лаш Таяпа ялĕнче пурăнакан 94 çулхи Ольга Мижерова. Хальхи вăхăтра вăл Анатолий ывăлĕпе тата Зина кинĕпе пурăнать.

– Сăр хĕрринче пĕрле окоп чавнисем вилсе пĕтнĕ ĕнтĕ, ялта пĕр эпĕ анчах пурăнатăп, – тет вăл.

Ольга Ивановна ватлăхне пула чылай пулăма астумасть, калаçура ăна Зина кинĕ пулăшса пырать.

– Окоп чавнă çĕрте ĕçлеме пĕрре те çăмăл марччĕ, çанталăк 40 градусран та сивĕрехчĕ. Шăн çĕре чавма çав тери кансĕрччĕ. Алса лум тытса такканипе çĕтĕлсе тухатчĕ, çавна май çара алă шăннă тимĕр çумне çыпăçса ларатчĕ час-час, суран тÿрленместчĕ, юнланса тăратчĕ. Тăхăнма ăшă тум çукчĕ, урасенче – çăпатасемччĕ. Çавăнпа шăнса чирлекенсем те, вилекенсем те нумай пулчĕç. Пирĕн çемьене кулаксен йышне кĕртсен мĕн пур япалана, çав шутран тумтирсене те тытса илнĕрен манăн пуçа çыхма хулăн ăшă тутăр та пулмарĕ. Унта эпир тантăшăмпа Лидия Игнатьевăпа пĕрле ĕçлерĕмĕр…» – çапла аса илсе каласа панă амăшĕ ачисене.

Паллах, витĕрех шăннă çĕре чавма çăмăл пулман, çавăнпа сантиметр хыççăн сантиметр таккама тивнĕ. Иртен пуçласа каçченех тăрмашнă, кашниех хăйсене уйăрса панă нормăна тултарма тăрăшнă. Мĕншĕн кашнинех çĕр лаптăкĕ уйăрса панă? Пĕрисем ĕçленĕ чух теприсем пушă ан тăччăр тенĕ.

– Апат çитеретчĕç пире. Пĕринче студень парсан унтан çын пÿрни тухрĕ те, вĕсем паракан апатран сивĕнтĕмĕр. Хамăр пĕçерме тытăнтăмăр, – тет кинеми.

15 çулта пулнă ун чухне хĕр. Çемьери 7 ачаран кĕçĕнни. Вĕсене кулак тесе йышăнсан ашшĕне аякка ăсатнă, унтан таврăнма пÿрмен ăна шăпа. Вăрçă пуçлансан Ольгăн пиччĕшĕсем фронта тухса кайнă. Петр вăрçă хирĕнче паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă, Алексей таврăннă.

– Вăлах çемьене тăрантараканни пулчĕ ĕнтĕ, – хаш сывлать хĕрарăм.

Улатăрта вăрман та каснă хĕр, чукун çул тума та хутшăннă.

Пĕр ял каччипе Александр Мижеровпа пĕрлешсе çемье çавăрнă, 7 ачана кун çути панă мăшăр.

Кинĕ каланă тăрăх, кинеми тетĕшĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене час-час алла илсе вăрçăпа çыхăннă хурлăхлă юрăсене ĕнĕрлет. Çав асаплă вăхăтсем халĕ те кăшлаççĕ пулĕ унăн чĕрине.

Е.ПЕТРОВА.

С.ЕРМАКОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Ольга Мижерова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code