Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Çĕр тата чĕре çине хăварнă суран»

«Çĕр тата чĕре çине хăварнă суран»

2021 çула Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă май вăрçăн иртнĕ çулĕсенче манăнса юлнă çынсен ячĕсене аса илсе вĕсен тĕлĕнмелле пысăк хастарлăхĕ умĕнче пуçăмăрсене тайма май парать.

– Хÿтĕлев чиккине тунă чухне асатте-асаннесем, кукаçи-кукамайсем паттăрлăх кăтартнă, йывăрлăхсене парăнмасăр çĕнтерÿшĕн вăй-халне шеллемен. Халăх пурнăçĕн çак тапхăрне нихăçан та манмалла мар, ăна пирĕн те, килес ăрăвăн та асра тытмалла. Пирĕн тĕллев – кăсăклă, тавра курăма анлăлатакан тата асра юлакан мероприятисем ирттересси, – тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхне халалласа пирĕн районта та чылай ĕç пурнăçланать. Вĕсене ача садне çÿрекен шăпăрлансенчен пуçласа ватăсем таранах хутшăнаççĕ. Культура ĕçченĕсем район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертÿçи Зарема Князева пуçарнипе «Çĕр тата чĕре çине хăварнă суран» илемлĕ-документлă видеофильм ÿкернĕ.

– Фильм сюжечĕ тĕрлĕ истори докуменчĕсемпе паллашнă хыççăн çуралчĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи йывăр пурнăç, чăваш хĕрарăмĕсен харсăрлăхĕпе чăтăмлăхĕ куç умне тухса тăчĕ. Лаш Таяпа ялĕнче пурăнакан 94 çулхи Ольга Мижерова тыл ĕçченĕ каласа панисемпе те усă куртăмăр, – пĕлтерет Зарема Олеговна. – Вăл шăпах Сăр тăрăхĕнче окопсем чавма хутшăннă. Çавна май пулас ăрусем валли астăвăм хăварас шухăш çуралчĕ. Ку таранччен окоп чавма хутшăннă ятсăр паттăрсем çинчен кĕнеке вуланине те, кино курнине те астумастăп.

Илемлĕ фильма Яманчÿрел вăрманĕнче ÿкернĕ. Тĕп сăнар, çамрăк хĕрарăм, хăйĕн пĕчĕк хĕрĕпе тата колхозри ытти çамрăксемпе, хĕрарăмсемпе пĕрле, Улатăр енне окоп чавма каять. 40-42 градус сивĕре лумпа, кĕреçепе, пуртăпа шăн çĕре такканă. Алă-ура шăннă. Выçăллă-тутăллă пурнăçа чăтаймасăр тĕп геройăн хĕрĕ шăнса вилет. Темле йывăр пулсан та çамрăк хĕрарăм шăлне çыртса чăтнă, куççуль витĕр ытти çынпа тан ĕçленĕ.

– Видеофильмра çав вăхăтри йывăрлăхсене, халăх паттăрлăхне кăтартса пама тăрăшрăмăр, – каласа парать Зарема Олеговна, вăлах видеофильм сценарисчĕ тата режиссерĕ. Видеооператорĕ – Тÿскелти Сергей Нягин.

Фильмра районти культура ĕçченĕсемпе пĕрлех Яманчÿрел çыннисем ÿкерĕннĕ.

Социаллă сетьре саланнă «Çĕр тата чĕре çине хăварнă суран» туххăмрах хăйĕн кураканĕсене тупрĕ. Паянхи кун тĕлне 16 пин ытла çын фильмпа паллашни паллă. Район администрацийĕн сайчĕ, Инстаграм социаллă сетьсем урлă та фильмпа паллашма пулать. Çĕршыври тĕрлĕ хуларан кинона курни пирки пĕлтереççĕ, шкул ачисене истори урокĕсенче паллаштараççĕ.

– Вăйлă. Хăюллă. Маттур. Тем пысăкăш тав. Чуна пырса тивекен фильм. Куççульсĕр пăхма май çук. Çĕрĕк çĕрулми, мезга çинĕ Чăвашра вăрçă пулман тетпĕр, анчах чăваш халăхĕ мĕнле нумай вăй хунă çĕнтерÿшĕн, – комментари параççĕ куракансем.

– Эпир паян çак видеофильма шкул ачисене кăтартрăмăр. Вĕсем те куççульленсе пăхрĕç. Нихăçан та вăрçă ан пултăр, мирлĕ пурăнасчĕ, – теççĕ вĕрентекенсем.

– Ĕç паттăрĕсем хисепе тивĕç. Тавтапуç кино ÿкерекенсене, пысăк калăплă ĕç, – çакăн пек çĕршер хыпар килет кунсерен çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен.

Сăр чикки – чăваш халăхĕн историйĕн хурлăхлă, çав хушăрах мăнаçлă страници. Ку – пирĕн республикăри хĕрарăмсен ĕç паттăрлăхне кăтартакан самант. Пирĕн хамăр тăрăхри паттăрсен ячĕсене пĕлмеллех. Çавна май культура ĕçченĕсем хальхи вăхăтра асăннă строительство ĕçне хутшăннă çынсем пирки тĕрлĕ информаци пуçтараççĕ.

Л.ЗАЙЦЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code