Юлашки вăхăтра «кĕмĕл волонтерсен» ĕçĕ-хĕлĕ пирки ытларах калаçма пуçларĕç. Камсем-ха вĕсем? «Кĕмĕл волонтер» – Раççейри доброволецсен юхăмĕ, унта 55 çултан аслăрах çынсем хутшăнма пултараççĕ. Вĕсем общество пурнăçĕнчи активистсем, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çынсене пулăшу аллине тăсакансем.
Мĕн тетĕр, пенсионерсем алса-нуски çыхса е телевизорпа сериал курса кăна ларма пултараççĕ тетĕр-и; Йăнăшатăр. Тивĕçлĕ канурисем те пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пурнăçлама пултараççĕ. Чунĕ яланах çамрăк вĕсен. Ку вăл çĕршывра эпидемиологи лару-тăрăвĕ аванах мар чухне лайăх палăрма пуçларĕ. Пандемие пула ватăсем пĕр вăхăт килĕсенчен тухса çÿреймерĕç, районти халăха пулăшу паракан центр çумĕнчи «кĕмĕл волонтерсем» вара кирек мĕнле вăхăтра та пĕччен пурăнакансене, сусăрсене пулăшу аллине тăсма васкарĕç.
Акă, Сăрьелĕнчи Рифкат Харисов ĕç ветераннех илер. Çулне кура мар йăрă та вашават. «Кĕмĕл волонтер» ята иличченех вăл районта ырă ĕçсемпе палăрчĕ. Сусăрсене, пĕччен пурăнакан ватăсене, вăрçă ветеранĕсене е пĕрле райпора вăй хунă ĕçтешĕсене сумлă юбилей е çуралнă кун ячĕсемпе саламласа парне парса чыслассине тахçанах ырă йăлана кĕртнĕ вăл. Çавăн пекех Лаш Таяпари, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватăсем хăтлăх тупнă стационарсене çитме вăхăт тупать. Шкул ачисемпе, спортсменсемпе, вулакансемпе, кĕнеке çыракансемпе тĕл пулать, пултарулăх ĕçĕнче хавхалантарать. «Кĕмĕл волонтер» çулсеренех «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх фончĕн счечĕ çине сахал мар укçа-тенкĕ куçарать.
Р.Харисов тутар, апла пулсан та чăвашла таса та яка калаçать. Ырă ĕç тунă вăхăтра вăл çын хăш наци халăхĕ пулнине пăхмасть, пурне те пĕр пек хаклать, тимлĕх уйăрать.
Сăваплă ĕç ватăлтармастех пулĕ çав. Рифкат Сабирович 82 çулта пулсан та районти тĕрлĕ канашлусене пысăк пуçарулăхпа хутшăнать, çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре те хастар.
– Çул-ÿсĕм ырă ĕç тума чăрмав мар, – тет вăл сăпайлăн.
ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви Рифкат Харисов ыр кăмăллăхне пысăка хурса хакларĕ, ăна Тав хучĕпе чысларĕ.
– Ватăна кăштах та пулин пулăшни, паллă кунсенче те пулин ăшшăн аса илни питĕ вырăнлă. Тепĕр чухне ăшă сăмах ылтăн-кĕмĕлрен те хаклă. Ĕçпе кушăрханă алăсене пăчăртаса саламлани епле кăмăллă тата, – тет ĕç ветеранĕ.
Ырă ĕç ик ĕмĕре те тăсăлать…
В.МОЛОСТВОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Р.Харисова саламланă самант.