«Социализмла Ĕç Геройĕ» ята тивĕçлĕ пулнă Василий Антонович НИКИТИН 1931 çулхи майăн 5-мĕшĕнче Таяпа Энтри ялĕнче çуралнă.
1955 çулта Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă. 1955-1961 çулсенче Патăрьел районĕнчи «Гвардеец» колхозра зоотехникра ĕçленĕ, 1961-1968 çулсенче – тĕп зоотехник тата колхоз председателĕн çумĕ, 1968-1973 çулсенче – председатель.
Вăл чăн-чăн пуçаруçă: ял хуçалăх производствине йĕркелессинче наука технологийĕсемпе анлăн усă курассипе, коллектива ертсе пырассинче малта пыракан мелсене ĕçе кĕртессипе, фермăсемпе уй-хирсенчи ĕçе тухăçлă йĕркелессипе палăрнă.
Ял хуçалăх производствине аталантарассинчи çитĕнÿсемшĕн ăна 1971 çулта «Социализмла Ĕç Геройĕ» ятпа чысланă. Вăл – Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ зоотехникĕ /1964ç./, РСФСР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ /1967ç./, Ленин /икĕ хутчен/, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Халăхсен туслăхĕн орденĕсен кавалерĕ. 2006 çулта «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăланă.
Василий Антонович Никитин 2010 çулхи январĕн 28-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайнă.