Преступниксем халăха улталамалли тĕрлĕ мел шухăшласа кăлараççĕ.
Юлашки вăхăтра çын укçи-тенкипе пуяс текен ултавçăсем Viber тата WhatsApp тытăмсене, тĕрлĕ сайтри страницăсене лотерея выляса илни тата ыйтусем çине хуравласан укçа-тенкĕ ĕçлесе илме май пурри пирки пĕлтерекен ссылкăсем ярса параççĕ. Ыйтусем çине хуравласа пынă май малтанлăха кăштах укçа-тенкĕ куçараççĕ-ха вĕсем, кайран çыхăнăва татаççĕ. Çавăнпа пĕрлех граждансен телефонпа çыхăннă карттисем çинчи укçи-тенки те тĕпĕ-йĕрĕпе çухалать. Районта кăçал çакăн евĕр 4 тĕслĕх пулнă.
Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем халăха тимлĕ пулма, хăй ячĕпе килекен паллă мар ссылкăсене тÿрех хуратма сĕнеççĕ. Унсăрăн ултавçăсенчен хур тÿсесси те инçе мар.
Л.ЕГОРОВА.