Майăн 11-мĕшĕнче Хусанти 175-мĕш гимназире пулса иртнĕ инкек нумайăшне çÿçентерчĕ. Шухăшласан, синкер пирĕн тăрăхран инçех те мар пулса иртнĕ. Çавна май ачасен шăпи кашни ашшĕ-амăшне шухăшлаттарать.
Аса илтеретпĕр: 19 çулти Ильназ Галявиев гимназире учительсемпе вĕренекенсене пăшалтан пенĕ: инкекре 7 ача тата 2 вĕрентекен вилнĕ, 20 ытла çын аманнă.
Çамрăк маларах çак гимназинче 3 çул çурă вĕреннĕ, кунта ăна ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман, сахал калаçакан тата тавлашăва кĕмен ача пек астуса юлнă. Анчах та кăçалхи çул пуçламăшĕнчен вăл занятисене çÿреме пăрахнă, çавна май вĕренекене апрелĕн 26-мĕшĕнче гимназинчен кăларса янă.
Интернетри информаци çăлкуçĕсенче çакă паллă: каччă çак хăрушă куна февральтен хатĕрленме пуçланă, çар пăшалĕ туянас тесе лавккасене шăнкăравланă, апрель уйăхĕнче пăшал упрама ирĕк паракан лицензи туяннă.
Майăн 4-мĕшĕнче вăл Telegram Messenger каналта «Бог» ятпа страница уçнă. Çамрăк хăйне Турă вырăнне хунă. Инкек хыççăн йĕрке хуралĕн ĕçченĕсене темиçе уйăх хăйне Турă пек туйни, хăйĕнче монстр çурални пирки пĕлтернĕ.
Шкулти тапăну тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, И.Галявиева «…икĕ е ытларах çынна вĕлернĕ» статьяпа айăплаççĕ, ăсĕ тата сывлăхĕ хавшаманнине палăртсан ăна йĕплĕ пралук леш енче мĕн виличченех тытма пултараççĕ.
Паянхи ачасемпе çамрăксем Интернет уçлăхĕнче ирĕклĕн «çÿреççĕ». Вĕсем киревсĕр информаци е усал шухăшлă çынсен куçĕ тĕлне пулма пултарас хăрушлăх пысăк. Пурнăçра сахал калаçать халь çамрăк, çемьере пĕрле пурăнакансемпе е тусĕсемпе чунне уçмасть. Çавна май аслисен нумай чух вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлме, тĕрĕс мар утăм тăвасран асăрхаттарма тата канаш-сĕнÿ парса пулăшма май çук. Ильназ та тантăшĕсемшĕн сахал калаçнипе палăрса юлнă.
Тĕрлĕ инкекрен сыхланса психологсем ашшĕ-амăшне çапларах сĕнÿсем параççĕ:
– пушă вăхăта ытларах ачасемпе ирттерме тăрăшмалла, вĕсемпе ÿсĕмне кура вăйăсем тата занятисем йĕркелемелле, пĕрле çут çанталăкра час-час уçăлса çÿреме тăрăшмалла;
– кунсерен ачан кунĕ мĕнле иртни пирки, ăна мĕн савăнтарни е пăшăрхантарни пирки калаçусем йĕркелемелле;
– телефонпа е компьютерпа сахалрах усă курма ирĕк памалла, интернетри хăрушлăх тĕслĕхĕсемпе паллаштармалла тата ытти те.
Шкул ачашăн иккĕмĕш çемье пекех. Вĕрентекенсен те ачасем патне тимлĕх уйăрассине ÿстермелле – час-часах вĕсене интереслентерекен, чунĕсене уçма пулăшакан мероприятисем йĕркелемелле, çав вăхăтрах патриотизм воспитанийĕ парасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла.
Ачана тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерессинче тата пурнăçри тĕрлĕ киревсĕрлĕхрен асăрхаттарассинче мĕн пур профилактика субъекчĕ пĕр шухăшлă тата тĕллевлĕ пулса ĕçлемелле. Çавăн чухне анчах эпир йĕркеллĕ, ăслă-тăнлă, ашшĕ-амăшне тата çĕршыва юрăхлă ачасем ÿстеретпĕр тесе шанма пулать.