Чăваш Республикин хаклă çыннисем!
Сире Раççей кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Эпир мăнаçлă историллĕ тата пуян культурăллă, тĕрлĕ наци тата тĕн çыннисене патриотизм тата Тăван çĕршыва юратни пĕрлештерсе тăракан патшалăхра пурăннипе мăнаçланатпăр.
Тăван çĕршыва юратни пирĕн пĕрлехи тухăçлă ĕçре, çитĕнекен ăрушăн тăрăшнинче, республикăна тата лайăхрах аталантарас тенинче палăрса тăрать. Чăваш Енре пурăнакансем ĕçченлĕхпе, пĕрлешсе çитĕнӳсем тума пултарнипе уйрăлса тăраççĕ. Çакă пире малалла çирĕппĕн утма тата çĕнĕ çитĕнӳсем патне ăнтăлма хавхалантарать.
Раççее тата тăван республикăна юратни пире малашне те вăй парса тăтăр. Уяв ячĕпе, хаклă туссем, Раççей кунĕпе!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев
Уважаемы жители Чувашской Республики!
Поздравляю вас с Днем России!
Мы гордимся, что живем и работаем в стране, у которой великая история и богатая культура, где патриотизм и любовь к Родине объединяют всех не зависимо от национальности и вероисповедания.
Наша любовь к России — в наших общих делах, в плодотворной работе, в заботе о подрастающем поколении, в желании сделать республику и страну лучше.
Жители Чувашской Республики всегда отличались своим трудолюбием, умением добиваться результатов там, где необходимы сплоченность и единство. Это качество позволяет нам уверенно идти вперед и достигать новых высот.
Пусть любовь к России и родной республике всегда придает нам сил и вдохновляет на новые свершения. С праздником, дорогие друзья, с Днем России!
Глава Чувашской Республики Олег Николаев
Районăн хисеплĕ çыннисем!
Сире чун-чĕререн Раççей кунĕпе саламлатпăр!
Ку уяв хăйĕн Тăван çĕршывне юратакан, унăн историне, халăхне хисеплекен, Раççей пуласлăхĕшĕн тата хăватне çĕклессишĕн тăрăшакансене пĕрлештерет. Пирĕн çĕршыв нумай-нумай ĕмĕр туслăн та килештерсе пурăнакан тĕрлĕ халăха пĕрлештерет, вĕсен йăли-йĕркине сыхласа упрать тата ăруран ăрăва куçарса пырать.
Эпир хăш халăх çынни пулнине, мĕнле тĕне ĕненнине е политикăри шухăшлава пăхмасăр Раççей ырлăхĕпе аталанăвĕшĕн, тăнăçлăхĕпе çирĕплĕхĕшĕн ырми-канми тăрăшатпăр. Пĕрлехи вăйпа эпир Тăван çĕршыв чапĕпе мухтавлăхне малалла ỹстерсе пырса умри тĕллевсене туллин пурнăçлатпăр, ырă малашлăха шанса çирĕппĕн утатпăр.
Сире çирĕп сывлăх, мĕнпур ырă ĕçре ăнăçусем, хастар кăмăл-туйăм, савăнăç, ырлăхпа телей сунатпăр.
Елчĕк район пуçлăхĕ А.Г.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.В.Левый.