Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Çĕнĕ ушкăн

Çĕнĕ ушкăн

Шăмалакри клуба Надежда Герасимова ертсе пыма пуçлани нумай вăхăт мар – икĕ çул кăна. Çак вăхăтра вăл юрлама юратакансене хăй тавра пуçтарчĕ. Ялти «Мерчен» фольклор ушкăнĕн ырă ячĕ таврана саланнă-ха. Çĕнĕ ушкăн ятне хĕрсем вара «Шуçăм» тесе йышăнчĕç: тин çеç çуталса тухакан ирхи шуçăм евĕр. Галина Усанова, Людмила Максимова, Ирина Сорокина тата Сергей Максимов купăсçă ялти хисеплĕ ватăсен уявĕсене илем кÿреççĕ. Чăваш тумĕсене тăхăннă хĕрарăмсене пăхса ытармалла мар. Юрлама вара чăннипех те ăста.

Вĕсен йышне хальхинче Галина Сидорова та хутшăнма кăмăл турĕ.

В.КИРИЛЛОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Г.Усанова, Л.Максимова, И.Сорокина, Н.Герасимова, Г.Сидорова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code