Туслăха мала хурса халăхсен культурине аталантарни, пĕр-пĕрин хушшинчи килĕшĕве упраса пыни çĕршыв пĕрлĕхне çирĕплетет. Чăваш Енре, унăн хулисемпе районĕсенчи халăхсем туслă, вĕсен хушшинче тăнăçлăх хуçаланать. Çав вăхăтрах республика миграци юхăмĕсемпе пуянлансах пырать. 128 халăх тата сакăр этнос ушкăнĕн çыннисем пурăнаççĕ республикăра, 16 халăх çынни 28 наци культура автономине чăмăртаннă.
Муниципалитет пĕрлĕхĕсенчи нацисем тата конфессисем хушшинчи хутшăнусен канашĕсене те лару-тăрăва йĕркере тытас тĕллевпе туса хунă. Çак кунсенче райадминистрацин пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынипе район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче канашăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, тĕн представителĕсем хутшăннă.
Чи малтанах райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн представителĕсем сăмах илнĕ, çамрăксен хушшинчи хутшăнусем пирки сăмахланă. Асăннă темăна çĕклесе педагогсем класс сехечĕсем йĕркелесех пыраççĕ. Чăваш Енĕн чи пысăк пуянлăхĕ –унăн çыннисем, вĕсен культурин тĕрлĕ енлĕхĕ тетпĕр пулсан, патшалăх политики уйрăмах çамрăксене аталантарас ыйтăва тĕпе хурать. Чи кирли – республикăра пурăнакан кашни халăх çынни хăйне тăван килĕнчи пек туйтăр, çав вăхăтрах вырăнти йĕркесене те çирĕп пăхăнтăр. Çак шухăша ачара пĕчĕкренех çирĕплетмелле.
Елчĕкри полици пайĕн начальникĕн çумĕ Алексей Карабурнашев та тухса калаçнă. Вăл граждансен хушшинчи туслăха тата тимлĕхе ÿстерме хистесе пурнăçланакан информаципе пропаганда ĕçĕсем пирки каласа панă. Полици ĕçченĕсем çын йышлă çÿрекен, тĕрлĕ халăх пурăнакан вырăнсене асăрхаса тăрассине йăлана кĕртнĕ. Районта культурăпа массăллă, спорт тата ытти пысăк мероприятисене йĕркеленĕ вăхăтра пропуск режимне вăйлатассине те тĕпе хураççĕ.
Кашни халăх хăйне евĕрлĕхĕпе пуян. Уйрăмах культура тĕлĕшĕпе илсен. Халăхсен хушшинчи хутшăнусене тата çыхăнусене культура мероприятийĕсем – фестивальсем, конференцисем, «çавра сĕтелсем» тата ытти те – çирĕплетеççĕ. Шăпах çакăн пирки каласа кăтартнă Елчĕкри культурăпа кану центрĕн директорĕ Марина Демьянова тата Елчĕкри тĕп библиотекăн ертÿçи Алина Петрова.
Ларура ытти ыйтусене те пăхса тухнă.
Е.ГЕННАДЬЕВА.