Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Ĕмĕр-ĕмĕртен упранакан пуянлăх

Ĕмĕр-ĕмĕртен упранакан пуянлăх

Н.Сергеева

Иртнĕ çул Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çĕнĕ уяв – Чăваш тĕррин-эрешĕн кунне пуçарса янине ăста алăллă ял хĕрарăмĕсем уйрăмах ăшшăн йышăнчĕç. Тĕрĕ сăмаха аса илсенех куç умне илемлĕх тухса тăрать. Тĕрĕ тĕнчи питĕ те пуян. Кашни халăхăнах юратнă тĕрри пур. Пирĕн те çаплах. Ахальтен мар ĕлĕкхи чăвашсемех эпир çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче пурăннипе мăнаçланнă. Тĕрĕ илемне куçпа çеç мар, чун-чĕрепе туятăн. Чăваш тĕррин асамлăхĕ мĕнре-ши тесе ыйтсан тăруках хурав тухса тăрать: унăн асамлăхĕ, илемлĕхĕ тĕрĕ эрешĕсенче, çут çанталăкăн илемлĕхĕпе пуянлăхне сăнарланинче. Çут çанталăк кашни çыннăн чунĕнчех ăшă та ырă туйăмсем çуратать. Чăваш тĕррине тĕрленĕ, сăнарланă чухне те çавăн пек туйăмсем çуралаççĕ. Тĕрĕ тĕрлекен ырă та ăшпиллĕ çын. Вăл çут çанталăк капăрлăхне, унăн пуянлăхне пир çине куçарать-çке. Эпир, асанне-кукамайсен, аннесен тĕррисене курса ÿснĕскерсем, уявсенче, уйрăмах Мăнкунра, тĕрĕсемпе кил-çурта илемлетнине питĕ лайăх астăватпăр. Качча каякан хĕр арчара пуçтарнă туприне туй кунĕнче мăшăрĕн кил-çуртне пĕтĕм халăх курăнмалла çакса хуратчĕ. Тĕрĕ-çакă хатĕрлекен хĕр авалтан ĕçченлĕхĕпе палăрнă.

М.Акимова

Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăрвуннăмĕш çулĕсенче ялти хĕр упраç тĕрĕ тĕрлессине манăçа кăларчĕ тесен те йăнăш мар. Куншăн, паллах, эпир, аслисем айăплă. Пире хăй вăхăтĕнче аннесем хистесе тĕрлеттернĕ пек хамрăн ачасене çак ĕçе питех явăçтармарăмăр. Самана таппи çапла килчĕ-ши? Юлашки çулсенче вара тĕрĕ пысăк вырăн йышăнма пуçларĕ. Ваттисемпе пĕрле çамрăксем те алла йĕп тытаççĕ. Ку енĕпе 2006 çулта Е.Н.Жачеван «Чăваш тĕрри» кĕнеки те ăста алăллă хĕрарăмсене нумай пулăшу кÿрет.

Чăваш тĕррин кунне халалласа иртнĕ çул «Асанне арчинчен» выставка йĕркелерĕмĕр. Ваттисен арчисенче тĕрĕсем нумай упранаççĕ: питшăллисем, салфеткăсем, вырăн çивиттийĕсем, алăк каррисем… Кăçал Чăваш наци музейĕ «Эпĕ тата чăваш тĕрри» флешмоб пуçарса ячĕ. Эпир унта хутшăнса хамăр ялти тĕрĕ ăстисене наци тумĕпе е чăваш тĕрриллĕ япалапа ÿкерĕнсе сăн ÿкерттеретпĕр. Акă, Ирина Яковлева мĕн ачаран тĕрлеме юратать. Хăй вăхăтĕнче минтер пичĕсем, простыньсем нумай тĕрленĕ. Хальхи вăхăтра çĕнĕ модăпа пĕр канваран çаптарккасем тĕрлесе рама ăшне вырнаçтарать. Çавăн пекех Ирина Николаевна тĕрĕсене çĕнетсе покрывалăсем çĕлет. Ялти «Эткер» фольклор ушкăнне çÿренĕ май тухья, мăй çыххи, саппунпа тутăр та тĕрлет. Ылтăн алăллă хĕрарăм тĕрлеме кăна мар, çыхма та маçтăр.

Мария Акимован алли те питĕ çыпăçуллă. Тĕрĕ ăсти пуканесене хăех ăсталаса чăваш çи-пуçне тăхăнтартать. Иконсем тĕрлесе ачисене парнелет. Рама ăшне хунă тĕррисене хулари паллă выставкăсенче кăтартма пулать. Уявсенче ялти ăстасен ĕçĕсенчен куравсем йĕркелесси ырă йăлана кĕнĕ. Ентешсем курса савăнаççĕ вара ÿркенмен хĕрарăмсен ытарайми ал ĕçĕсене.

Çавăн пекех искусствăна юратакансем сцена çине тухмалли чăваш тĕрриллĕ кĕпесем, аванах хаклă пулсан та, «Паха тĕрĕ» илемлĕ промысласен фирминчен туянаççĕ. Надежда Сергеева, Ирина Яковлева, Мария Акимова чăваш тĕрриллĕ чаплă кĕпесемпе тĕрлĕ меропритие хутшăнаççĕ, хăнана çÿреççĕ. Хĕрарăм кĕпи çинчи хĕвел эрешĕсем çемьере яланах хĕвел пек çутă пурнăç пултăр тесе ĕмĕтленнине шутласан тĕрĕ пурнăçра пысăк пĕлтерĕшлине лайăх ăнланатăн. Пирĕн малашнехи ăру валли чăваш тĕррин пуянлăхне, асамлăхне упраса хăвармаллах. Ялта пултаруллă тĕрĕ ăстисем пур чухне тĕрĕ искусстви çухалмастех.

Н.ОБОЖГЕЕВА,
Яманчÿрел ял библиотекин заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code