Сысна ĕрчетекен хуçалăхсенче компартментсен тытăмне туса хуни пĕрлехи эпизооти статусне тивĕçтерме тата Раççей Федерацийĕн территорийĕнче чĕр чунсен чирĕсем сарăлассине асăрхаттарать.
Ку чухнехи пĕтĕмĕшле йĕркесем сысна ĕрчетекен уйрăм çынсемпе юридика сăпачĕсене, сысна пусса тирпейлекен тата çак продукцие тирпейлесе упракан хуçалăхсене пырса тивеççĕ.
Зоосанитари статусĕ /малалла – компартментализаци/ чĕр чунсен чирĕсем сарăлнипе çыхăннă сăлтава, çав шутра çынпа выльăх-чĕрлĕх хушшинчи сарăлакан пĕрлехи чирсене тишкерме, вăл сыснасенчен активлă е пассивлă майпа куçнине, çавăн пекех чир сыснасене е çынсене наркăмăшлантарма пултаракан чирсенчен сыхланине тата компартмент степеньне палăртма кирлĕ.
Компартментализаци кăтартăвĕсем тăрăх хуçалăхсене 4 компартмента уйăраççĕ: пĕрремĕшĕ – пачах хăрушлăхран хÿтĕленмен хуçалăх, иккĕмĕшĕ – хăрушлăхран пĕчĕк шайра хÿтĕленнĕ, виççĕмĕшĕ – хăрушлăхран вăтам шайра хÿтĕленнĕ, тăваттăмĕшĕ – хăрушлăхран çÿллĕ шайра хÿтĕленнĕ хуçалăх компартменчĕ.
Компартмента тивĕçме малтан заявлени çырмалла, ун хыççăн тин Россельхознадзор специалисчĕсем хуçалăха çитсе тĕрĕслев ĕçĕсене пурнăçлама пултараççĕ. Заявленипе тухман хуçалăхсем 1-мĕш компартмент ?хăрушлăхран пачах хÿтĕленмен/ шутĕнче юлаççĕ. 2-мĕш компартмент шутне çакăн пек критериллĕ хуçалăхсем кĕреççĕ: хуçалăха 1 компартментран сыснасем турттарманнисем, транспорт, персонал, ветеринари специалисчĕсем тата ытти те 1 компартментпа çыхăнман хуçалăхсем, 1 компартментран хуçалăха сыснасене тăратнисем, хуçалăх территорийĕнче сыснасене кĕтĕве кăларнисем, хуçалăх территорийĕ тискер чĕр чунсене кĕме чăрмантарас тĕллевпе карта тытса çавăрнисем, унта ют çынсене тата транспорта кĕме чарнисем, выльăх апачĕпе тата каяшĕсемпе усă курманнисем.
3-мĕш компартмент шутне чи кирлĕ йĕркене тата çак критерисене тивĕçекен хуçалăхсем кĕреççĕ: 1 тата 2 компартментри сыснасене хуçалăха кĕртменнисем, 1 тата 2 компартментри сыснасемпе технологи енĕпе илсен, савăт-сапапа, ветеринари специалисчĕсемпе çыхăнманнисем, хуçалăх ĕçĕсене килти тата тискер сыснасемпе хутăштарманнисем е 1 тата 2 компартментсемпе çыхăннă хуçалăхсене тухса çÿременнисем, сыснасене уçăлма кăларассине пăрахăçланисем,1 тата 2 компартментсемпе 500 метр инçĕшĕнче вырнаçнисем, ытти чĕр чунсем пырса кĕресрен тата çутçанталăк кÿрекен синкерсенчен асăрханса хÿтĕленнисем, 1 тата 2 компартментсемпе, эпизоотика вучахĕсемпе çыхăннă хуçалăхсене патшалăх тĕрĕслевне пурнăçлама уполномоченнăй органсен должноçри çыннисене кĕртнисем тата ыт.те.
4-мĕш компартмент шутне чăн йĕркен çак критерийĕсене кĕртнĕ хуçалăхсем кĕреççĕ: 1, 2 тата 3-мĕш компартментсене тивĕçнĕ фермăсенчи сыснасене, çав шутра генетика материалне тата сыснасене кирек мĕнле тĕллевпе те вăхăтлăх тăратнисем, технологи, транспорт, персонал, ветеринари специалисчĕсемпе 12 уйăхран кая мар çыхăнманнисем тата ыт.те.
Енчен те тĕрĕслев вăхăтĕнче компартментализаци критерийĕсене пăхăнманнине тупса палăртсан хуçалăхăн зоосанитари статусĕ чакать. Хуçалăх пысăкрах зоосанитари статуслă компартмент илес тесен, тĕрĕслев тытăмне заявлени тăратма пултарать.
И.МАКАРОВА,
районти ветстанцин ертÿçин çумĕ.