Хăш-пĕр çынсем, вĕсен шутĕнче Чернобыльте сиен тÿснисем, çар çыннисен арăмĕсемпе ачисем тата ыттисем те 2022 çулччен пособисене социаллă хÿтлĕх органĕсемпе Роструд урлă илнĕ пулсан, январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа тÿлевсене Раççей Пенси фончĕ урлă илĕç.
Ку улшăну ĕçсĕр юлнă ача ÿстерекен хĕрарăмсене, Чернобыльте сиен тÿснисене, политика репрессине тÿснĕ çынсене, машинăпа усă куракан инвалидсене, çар çыннисене, ача кĕтекен арăмĕсемпе ачисене пырса тивет.
Пенси фончĕ пособисемпе ачаллă çак çемьесене тивĕçтерĕ:
– ĕçсĕр юлнă хĕрарăмсене ача 1,6 çул тултариччен ÿстерме;
– организаци хупăннине пула ĕçсĕр юлнă ача кĕтекен тата çуратнă хĕрарăмсене;
– ача çуратнăшăн, пепкене усрава илнĕшĕн тата хĕсметре тăракан салтакăн ача кĕтекен мăшăрне – пĕр хут тÿлекен пособипе;
– хĕсметре тăракан салтакăн ачине уйăхсерен пăхма.
Çак тÿлевсене илекенсем улшăнăва асăрхамĕç. Вĕсем пособисене яланхи пекех банк картти урлă е почтăра илĕç. Пенси фондне çÿресе чăрманмалла мар вĕсен.
Енчен те гражданинăн тÿлевсене илме право пур, анчах та вăл хальлĕхе унпа усă курман пулсан, унăн вырăнти клиент службине çитсе заявлени памалла.
Пĕрремĕш тÿлевсене Пенси фончĕ урлă январĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа банксемпе почтăсем урлă илме пулать. Çак тÿлевсене январьшĕн январьте параççĕ. Февральшăн пособисене вара яланхи йĕркепе мартра, мартшăн апрельте параççĕ.
Çак тÿлевсем пирки ыйтусем пур пулсан Раççей Пенси фончĕн регионти контакт-центрĕн 8-800-600-04-85 телефонпа шăнкăравласа ыйтма пулать.
О.ВЕРЛИКОВА,
Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн пресс-служби.