АПК предприятийĕсем проектсене пурнăçа кĕртме, пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме çулсерен çăмăллăх кредичĕсемпе усă кураççĕ.
Раççей Ял хуçалăх министерстви Правительство йышăнăвĕн проектне хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн малашне аграрисемшĕн те хакланать, вăл 5 процентран пуçласа 7 процента çитмелле. Çавăн пекех çăмăллăх кредичĕн процент ставкине субсидилесси те чакмалла, 70 процент юлмалла. Хальхи вăхăтра вара тĕп ставкăна 100 процент субсидилеççĕ.