Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ пĕрлешÿ йĕркелесси

Çĕнĕ пĕрлешÿ йĕркелесси

Февралĕн 8-мĕшĕнче район администрацийĕн пысăк залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна районти Депутатсен пухăвĕн председателĕн çумĕ Владимир Рахмуллин ертсе пычĕ. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, район прокурорĕ Александр Кудряшов, районти полици пайĕн начальникĕ Илнур Минигалиев хутшăнчĕç.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 7 ыйтăва пăхса тухрĕç. Елчĕк районĕнче мĕн пур ял тăрăхĕсене пĕрлештерсе муниципалитет пĕрлешĕвĕ йĕркелес тата çĕнĕрен йĕркеленнĕ муниципалитет пĕрлешĕвне Елчĕк ялĕнчи центрлă Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕ статус парас ыйтăва татса парасси ларăвăн тĕп ыйтăвĕ пулчĕ. Çĕнĕ муниципалитет пĕрлешĕвне йĕркелес темăна çĕклесе маларах халăхпа уçă итлев ирттернĕ. Çавăн пекех çĕнĕлĕхе ял тăрăхĕсенчи депутатсен пухăвĕсенче пăхса тухса ырланă. Районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем çĕнĕ муниципалитет пĕрлешĕвне йĕркелесси пирки йышăну кăларчĕç, йышăнăва ЧР Патшалăх Канашĕн сессине тăратассишĕн, çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашне законодательство пуçарăвĕн йĕркипе «ЧР Елчĕк районĕн муниципалитет пĕрлешĕвне çĕнĕрен йĕркелесси çинчен» саккун проектне улшăнусем кĕртессишĕн, Чăваш Республикин «ЧР муниципалитет пĕрлешĕвĕсен чиккисене палăртасси тата вĕсене хула, ял тăрăхĕн, муниципалитет районĕн, хула округĕн статусне парасси çинчен» саккунне улшăнусем кĕртессишĕн сасăларĕç.

Райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ – экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова 2021 çулта Елчĕк районĕн муниципалитет пурлăхне приватизацилессипе çыхăннă ĕç-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Иртнĕ çул приватизаци планне пурнăçласа 6 объекта приватизацилес тĕлĕшпе йышăну кăларнă, куçман пурлăхăн 3 объектне тата куçакан пĕр объекта сутма май килнĕ. 2021 çулта приватизацинчен район бюджетне 2482,5 пин, çав шутран куçакан тата куçман пурлăха приватизациленинчен 1203,3 пин, куçман пурлăх объекчĕсен çĕр участокĕсене приватизациленинчен 141,7 пин, хуçалăх обществин устав капиталĕн пайне сутнинчен 1137,5 пин тенкĕ кĕнĕ.

Малалла депутатсем 2022 çулта муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли прогнозлă плана улшăнусем кĕртрĕç.

Халăх суйлавçисем ытти ыйтусене те тишкерчĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code