Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Кăшăлвируса» хак пачĕç

«Кăшăлвируса» хак пачĕç

Владислав Николаевăн «Кăшăлвирус» повеçĕ пичетленсе тухнă хыççăн ăна Шăмалак ялĕнче анлăн сÿтсе яврĕç.

Кĕнекене пĕчĕккĕн алран-алла ярса вуласа тухнă хыççăн Шăмалакри вулавăшра, шкулта авторпа тĕл пулу иртрĕ. Унта вĕренекенсем, ял çыннисем, вулавăш тусĕсем хутшăнчĕç. Владислав Дмитриевичăн пултарулăхне парăннă ытти вырăнта пурăнакан çынсене те йыхравларăмăр тĕл пулăва, çапах та вĕсем тĕрлĕ сăлтава пула килсе çитеймерĕç пулсан та онлайн мелĕпе хаклава хутшăнчĕç. Владиславăн çывăх ĕçтешĕ, республикăри «Хыпар» хаçатра тăрăшакан Федор Чернов тĕл пулăва пушă алăпа килмен – «Кĕнеке пултăр парне» акцие хутшăнса ял тата шкул вулавăшĕсене издательство кĕнекисене парнелерĕ.

Çывăх вăхăтра пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрленекен çамрăксем те тĕл пулуран пысăк хавхалану илчĕç. Вĕсем автора тĕрлĕ ыйту пачĕç. Тĕп сăнар прототипĕ Владислав Николаевăн хĕрĕ Соня пулнине пĕлчĕç вĕсем калаçуран. Повеçри тĕп сăнарсем – вуннăмĕш класран вĕренсе тухнă çамрăксем. Коронавирус чирĕ сарăлма пуçласан, йĕркесене çирĕплетнĕ хыççăн вĕсем килĕсенче лараççĕ, пĕр-пĕринпе социаллă тетĕлсем урлă анчах хутшăнаççĕ. «Кăшăлвирус» кĕнекен иккĕмĕш пайĕ пулмĕ: ырă мар чир-чĕр кашни çыннăн пурнăçĕнчен йывăр тĕлĕк пек уçăлса сирĕлессе шанать автор.

Владислава унăн ашшĕпе амăшĕ – Дмитрий Леонидовичпа Валентина Кирилловна литература анинче малалла та тăрăшса ĕçлеме пехил пачĕç.

Ял халăхĕ «Варкăш» литература тĕпелĕн ертÿçине паллă çыравçăн тата драматургăн В.Николаевăн «Кăшăлвирус» кĕнекин хаклавне йĕркеленĕшĕн пысăк тав сăмахĕ каларĕ.

В.УСАНОВА,
ялти библиотека ертÿçи.

Сăн ÿкерчĕкре: кĕнеке хаклавне хутшăннисен пĕр ушкăнĕ авторпа /сулахайран иккĕмĕш/ пĕрле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code