«Шевле» ача садĕнчи воспитательсем шăпăрлансене хăйсен чун ăшшипе воспитанипе пĕлỹ панипе пĕрлех хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне те аталантарса пыма тăрăшаççĕ. Кашни çулах пуян опыт пухнă педагогсем тĕрлĕ шайри конкурссене, фестивальсене хастар хутшăнаççĕ.
Кăçал «Çулталăкри воспитатель» муниципалитет шайĕнчи конкурса районти пултаруллă 13 воспитатель хутшăнчĕ. Вĕсенчен пĕри — пирĕн коллективри Наталия Архилина. Мал ĕмĕтлĕ педагог тăхăр çул ытла пепкесемпе ĕçлет. Вăл ертсе пыракан «Солнышко» вăтам ушкăна 21 ача çỹрет. Пĕчĕкскерсем Наталия Петровнăна юратни инçетренех, вĕсен кулли-калаçăвĕнчен, вăййисенчен лайăх курăнать. Ăна пепкесем хăйсен амăшĕ вырăнне хурса унăн çумне йăпшăнаççĕ, ăшшăн пуплеççĕ. Ашшĕ-амăшĕпе те пĕр чĕлхе тупнă пултаруллă педагог.
Районти конкурсра пирĕн ĕçтеш «Çулталăкри воспитатель — 2022» ята тивĕçрĕ. Пĕрремĕш çитĕнỹ мар вăл Наталия Петровнăшăн. Ку чыса маларах та çĕнсе илнĕччĕ. Халĕ унăн хăйĕн маçтăрлăхне кăтартса район чысне республика шайĕнче хỹтĕлемелле. Ăнăçу сунатпăр ăна.
Н.ПЕТРОВА.