ЧР Экономика министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пĕтĕм сахăра Раççейре туса кăлараççĕ, вăл дефицит мар.
Çавна май халăх сахăра саппас туянса хуни вырăнсăр. Коронавирус чирĕ алхасма тытăнсанах халăх хура тул кĕрпи туянма тытăннăччĕ. Ку информаци тапăнăвĕн витĕмĕ те. Ахальтен мар хальхи вăхăтра нумай çынран çакăн пек каланине илтме пулать: ĕнер памперс кунĕ, паян сахăр кунĕ, ыран вара кĕрпе. Пĕтĕмлетсе каласан, тавар дефицичĕ пулас хăрушлăх çук. Апла пулсан, миххипе кĕрпе, сахăр туянма кирлĕ мар.