Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата организацисемпе учрежденисен ертỹçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлура калаçу тĕрлĕ ыйту тавра пычĕ. Ĕçлĕ тĕл пулу Украинăри националист-боевиксене хирĕç пуçарнă çар операцийĕсенче паттăрла вилĕмпе пуçĕсене хунисене асăнса пĕр минут шăп тăнинчен пуçланчĕ.
Донбасс ыйтăвĕ çĕкленнĕ май, унти халăха гуманитари пулăшăвĕ парассине те хускатрĕ ертỹçĕ.
Пĕр тапхăр япаласем пуçтарса ăсатрăмăр-ха, -палăртрĕ Л.Левый. — Кунпа çеç чарăнмалла мар, ăна администраци хушнипе мар, чун хистевĕпе, кăмăл-туйăм туртăмĕпе тумалла, çапла майпа та хамăр пĕрле вăйлă пулнине кăтартмалла. Волонтерсене те анлă явăçтарни кирлĕ ку ĕçе.
Контрактаци йĕркелесси
2022 çулта районта мĕнле юсав ĕçĕсем йĕркелĕç тата ку тĕлĕшпе контрактсем çирĕплетесси еплерех пырать? Ыйтусене райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ — капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров уçăмлатрĕ. Вырăнти «Пуçару бюджечĕпе» килĕшỹллĕн ял тăрăхĕсен администрацийĕсен 36 проектран 29-шĕ (21272,7 пин тенкĕ) конкурс витĕр тухнă. «Хула хăтлăхĕ» программăна илсен, «Стройэнергосервис» ООО пушар чаçĕнчен Мир урамне каякан тротуара туса пĕтермелле кăçал. Ĕçе кĕртмелли сумма — 15411,8 пин тенкĕ. Объекта вара Аслă Çĕнтерỹ кунĕ тĕлне хута яма пăхнă.
Муниципаллă автоçулсене юсас тĕлĕшпе кăçал та сахал мар ĕç пурнăçлама тĕллев лартнă — 18988,526 пин тенкĕлĕх. Тĕп ĕçсене — Елчĕк-Курнавăш çулне вырăнти «ДПМК «Яльчикское» ООО, Кушкă-Энтепе автоçула Шупашкарти «Дорстрой» ООО пурнăçлĕç. Тăрăм ялĕнчен Анатри Тимеше каякан автоçулăн икĕ айккине пĕтĕмпе 265 метр тăршшĕне тимĕр карта тытмалла. Подрядчикĕ — Ижевскри (Удмурти) «СтройПолимер» сахал яваплă общество. Иртнĕ çулсенче аякри регионсенчи подряд организацийĕсенчен пĕр хутчен мар шар курнă, кăçал та çапла ан пултăрах.
Район юбилейĕн çулталăкĕнче хута ямалли объектсем тата та пур. Вĕсене срокра тата пысăк пахалăхпа вĕçлени чăн-чăн парне пулнă пулĕччĕ районшăн.
НФЦ пĕлтерĕшĕ ỹсет
Унăн директорĕ Людмила Викторова пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра 133 патшалăх тата 60 муниципаллă пулăшу илме май пур. Иртнĕ çул 33190 çын хăйĕн ыйтăвне тивĕçтернĕ.
НФЦсем пĕр стандартпа ĕçлесе пынă май, республикăра пĕр колл-центр йĕркеленĕ, çакă вăл заявлени паракана тĕрлĕ çăмăллăхсем кỹрет: 8(8352)23-23-00 е 26-02-60 номерсемпе шăнкăравласа хăй палăртнă вăхăта çырăнма, заявленин статусне пĕлме, пĕрлехи портал урлă пулăшусем пирки е ытти информаци илме пултарать.
Елчĕкри НФЦна шăнкăравлас тесен малтанах халĕ 89003309393 номере пуçтармалла, робот сотрудникăн ĕç номерне çырма ыйтать (6620 е 6622 IP номер çырмалла), вара тин çыхăнма пулать.
НФЦра патшалăх пулăшăвĕсем парасси тăтăшах ỹсет. Калăпăр, унччен ют çĕршыв гражданĕсене вăхăтлăха çеç регистрациленĕ пулсан, халĕ — яланлăхах. Çут çанталăк газĕпе е МВК «Экоцентр» ОООпа çыхăннă ыйтусене те татса парĕç унта.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа граждансене социаллă хỹтлĕх пайĕ тивĕçтернĕ хăш-пĕр социаллă пулăшусене парассине пенси фончĕ хăй çине илнĕ. Çакăн пирки халĕ НФЦпа çыхăнсан та йĕркелеме май пур.
Ача амăшĕн капиталĕ тĕлĕшпе те çĕнĕлĕх: пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма кирлĕ пулмасан, вăл укçа-тенкĕпе çăмăл автомашина туянма юрать. Çавăн пекех беженецсене пулăшу парассине те пурнăçлаççĕ кунта.
Людмила Викторова ертсе пыракан НФЦ коллективĕ çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерессине çỹллĕ шайра туса пырать. Ĕçченсем иртнĕ çул Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин академийĕнче пĕлỹ илни те вĕсен ĕçри ăсталăхне ỹстерме май парать.
Олимпиадăсем вĕçленчĕç
Кăтартăвĕсемпе райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Марина Чернова паллаштарчĕ. Олимпиадăсен муниципаллă тапхăрĕнче 11 шкултан 610 вĕренекен хутшăннă. 19 предмет тишкерĕвĕ тăрăх 158 çĕнтерỹçĕпе призера палăртнă. Рейтинг тăрăх, олимпиадăсене хутшăннисен шутĕнчен мĕнле вырăнсене йышăннине пăхсан, Кушкăсем мала тухнă. Чи пĕчĕк кăтарту — Кивĕ Эйпеçсен.
Регион тапхăрĕнчи тĕрĕслеве районти 27 вĕренекен хутшăнма тивĕçнĕ. Вĕсенчен 1 çĕнтерỹçĕ, 8 призер.
(Хамăр корр.).